Сувар

Хусан пӗрле хурланать!

Паян Раççейре траур. Кемеровăри «Зимняя вишня» суту-илӳ центрӗнче тухнă пушарта 64 çын, çав шутра 41 ача, çунса вилнипе çӗршыв хурланать. Иккӗмӗш кун Раççей хулисенче асăнупа хурлану акцийӗсем иртеççӗ. Хусан та ӗнер Бауман урамӗнчи сехет умне тата Ленинский садикри фонтан патне пухăнчӗç. Кам-тăр акци çинчен соцсетьсенчен пӗлсе ятарласа килнӗ, кам-тăр урампа...

Паян Раççейре траур. Кемеровăри «Зимняя вишня» суту-илӳ центрӗнче тухнă пушарта 64 çын, çав шутра 41 ача, çунса вилнипе çӗршыв хурланать. Иккӗмӗш кун Раççей хулисенче асăнупа хурлану акцийӗсем иртеççӗ. Хусан та ӗнер Бауман урамӗнчи сехет умне тата Ленинский садикри фонтан патне пухăнчӗç. Кам-тăр акци çинчен соцсетьсенчен пӗлсе ятарласа килнӗ, кам-тăр урампа иртсе пынă. Çапла майпа хулан тӗп урамӗнче халăх вăхăт иртнӗçемӗн хушăнса та хушăнса кăна пычӗ. Импровизациленӗ мемориал патне хăшӗ чечек, хăшӗ çемçе тетте йăтса пычӗ. Çуртасем çутрӗç. Çапла майпа хусансем çак пысăк хуйхăра кемеровăсемпе пӗрле пулнине пӗлтерчӗç.

Трагедире вилнисене асăнса иртекен акцирен республика ертӳçисем те хӗрринче юлмарӗç. Импровизациленӗ мемориал патне ТР Премьер-министрӗ А.Песошин, ТР вице-премьерӗ Л.Фазлеева, ТР Президент Аппарачӗн пӗрремӗш çумӗ М.Муратов, ТР Президент Аппарачӗн ертӳçин çумӗ И.Гарипов тата ыттисем те чечексем хучӗç. ( И. Тухбатов сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: