Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Кино çулталăкӗнчи интервью

Темиçе çул каялла экран çине "Убойная сила" телесериал тухсан пуринчен ытларах пӗр сăнар асра юлчӗ. Хăй шутланă тăрăх, пурне те хăратса тăракан, çирӗп те кăра кăмăллă милици подполковникӗ Егоров. Çак роле Александр Тютрюмов вылярӗ. Кинофильм ахаль те камитле, анчах çак персонаж кадра кӗрсен пушшех те кулăшлаччӗ. Ăна пулах сериала пăхма...

Темиçе çул каялла экран çине "Убойная сила" телесериал тухсан пуринчен ытларах пӗр сăнар асра юлчӗ. Хăй шутланă тăрăх, пурне те хăратса тăракан, çирӗп те кăра кăмăллă милици подполковникӗ Егоров. Çак роле Александр Тютрюмов вылярӗ. Кинофильм ахаль те камитле, анчах çак персонаж кадра кӗрсен пушшех те кулăшлаччӗ. Ăна пулах сериала пăхма пуçларăм, чăннипех те çак актер комеди маçтăрӗ. Паллах, Тютрюмова урăх амплуара та курас кăмăл çуралчӗ. Çулсем иртсен унпа хăйӗнпе курса калаçма май пулни пысăк телей пулчӗ. Александрпа Дон-çи-Ростовра тин çеç йӗркеленнӗ BRIDGES ARTS I халăхсен хушшинчи искусствăсен фестивалӗнче паллашрăмăр.

- Александр, эсир актер пулма ачаранах ӗмӗтленнӗ е профессие урăх çулпа лекрӗр?

- Ачаранах никам та мар, артист пулма ӗмӗтленнӗ. Кинопа пурăнас тесе мӗн кирлине йăлт турăм. Тăван хулара тӗрлӗ кружоксем пурччӗ, эпӗ Халăх театрне суйларăм, çавăнта актер пултарулăхӗн мелӗсене тӗшмӗртме пуçларăм. Часах музыка пултарулăхӗ пурри те палăрчӗ. Пӗр вăхăт баянпа та калама хăтланса пăхрăм - пăрахрăм, сольфеджио вӗренес килменнипе. Хам тӗллӗн, нота гарамотине вӗренмесӗрех, баяна та, гитарăна та, балалайкăпа пианинона та алла илтӗм. Вӗренме кӗме вăхăт çитсен темшӗн хатӗр мар-ха тесе документсене индустрипе педагогика техникумне кайса патăм, тен, хăюлăх çитмерӗ. Техникумра та театр студине çӳрерӗм. Ак, техникум пӗтеретӗп те театр училищине вӗренме кӗретӗп тесе шутлаттăм. Вӗренсе пӗтертӗм, юратса пăрахрăм та авлантăм, ачасем кайрӗç. Паллах, стабильлӗ ӗçпе аппаланма тиврӗ. Каярахпа тин, май тупăнсанах çамрăкла пултарайманнине турăм - ВГИКран вӗренсе тухрăм, кинора ӳкерӗнтӗм.

- Этемӗн пӗр специальность кăна пулмалла мар тенипе килӗшетӗр-и? Тӗслӗхрен, актерсенчен нумайăшӗн паян мӗнле те пулин бизнес пур, тӗп профессипе пачах килсе тăмасса та пултарать вăл.

- Паян нимӗн те яланлăха мар, çавăн пек вăхăтра пурăнатпăр эпир. Яланхи ӗç çук, анчах стабильлӗх кирлӗ. Кинора çеç мар, урăх çӗрте те хăв кирлине пӗлни чуна ăшăтать. Арçыннăн укçа ӗçлесе илме пӗлмеллех, тивӗç. 2002 çултанпа "АТК-студия" кинокомпанин тӗп продюсерӗ. Эпир 12 илемлӗ, 40 документлă кино ӳкернӗ. Юлашкинчен ӳкерни - "Бесславные придурки" - темшӗн проката тухаймарӗ. Нумай пулмасть "Экспириенс" фильма вӗçлерӗмӗр, куракансен кăмăлне каясса шанас килет. "Искушение" кинова та вӗçлесе пыратпăр. Унта пултаруллă актерсем - Федор Добронравов, Андрей Смоляков, Кирилл Жандаров, Равшана Куркова ӳкерӗннӗ. Эпӗ ялан мӗнле те пулин çӗнӗлӗхсем шыратăп, пӗр вырăнта тăрас килмест - ӳсмелле, малалла аталанмалла. Ку хамшăн та, ӗçшӗн те усăллă пулмалла. Нумайăшӗ паян çапла пурăнаççӗ, калама кăна вăтанаççӗ. Акă, Санкт-Петербургри пӗлнӗ актерсенчен нумайăшӗн бизнес пур, ку тӗрӗс. Роль парасса кӗтсе ларни - ухмахла ӗç. Ман девиз: "Выртакан арçын айне портвейн юхса кӗмест" (кулать).

- 2015 çулхи сентябрьте Хусанти халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивалӗнче эсир ертсе пынипе ӳкернӗ "Василий Ерошенко. Дорога к солнцу" фильм "Чи лайăх кӗске метражлă фильм" номинацире çӗнтерчӗ (режиссерӗ Екатерина Дорофеева), жюри ăна пысăк хак пачӗ.

- Çак ӗçе эпир халь фестивальсенче кăтартатпăр. Раççейре Ерошенкăна сахал пӗлеççӗ. Виççӗре чухне вăл суккăрланнă, хăй тӗллӗн музыка пӗлӗвне илнӗ, эсперанто чӗлхине вӗреннӗ. Лондона тухса кайнă, пурнăçӗн ытларах пайне Японире пурăнса ирттернӗ. Унта суккăрсене вӗрентӗ. Кăштах Таджикистанра пурăннă, вара Раççее таврăннă. Документлă кино ӳкерме юрататăп, нумайăшӗ пек постановка туса мар, пулăмсене реконструкцилеме тăрăшатăп. Сирӗн хула пирки те шутласа çӳретӗп халь - кино ӳкерес тӗллевпе. Хусанта пӗр интереслӗ вырăнта - пӗр çӗртех темиçе храм тӗпленнӗ объектра пулма тиврӗ. Çавăн çинчен кино ӳкерес кăмăл пур.

- Çичӗ тӗн храмӗ, Ильдар Хановăн ӗçӗ, шел пулин те, иртнӗ çул вăл пиртен ӗмӗрлӗхе уйрăлса кайрӗ.

- Шел, хăйпе калаçма май пулманшăн... Хусана эп 90-мӗш çулсенче килме пуçларăм. Кунта манăн питӗ нумай юлташсем пурăнаççӗ.Хусан пинçуллăхӗн медалӗ те пур манăн. Лайăх çын пек çав списока кӗнӗ эп (кулать).

- Вылянă рольсенчен хăшне чи лайăххи тетӗр?

- Кăткăс ыйту, кашни роль кăмăла каять. Медийнăçа пăхсан, "Убойная сила" сериалти Егоров подполковник. Пӗлтерӗшӗ енчен, "Цвет календулынчи" роль, уншăн халăхсен хушшинчи кинофестивальте парне илме тивӗçлӗ пултăм. Нумай пулмасть Голливудра ӳкерӗнтӗм, часах черетлӗ съемкăсем пуçланмалла. Чӗннӗ çӗре кайма тăрăшатăп, мӗншӗн тесен роль сӗнекенсем пит нумай мар.

- Кино курнă чухне час-часах сăнарсен хушшинчи хутшăнусем чăн пурнăçра актерсем хушшинче те пур пек туйăнаççӗ. Ку тӗрӗс-и?

- Ку туйăнать çеç, сахал чухне çапла пулать. Мӗн юранипе юраманнине йăлт договорта çырнă, актерсемпе, ушкăнпа хутшăнусем тикӗс пулмалла. Антрепризăсенче тӗрлӗ актерсемпе вылятăп, ку чухне Сергей Роста палăртас килет. Талантлă актер, режиссер тата сценарист. Вăт, унпа туслă, час-час тӗлпулатпăр.

- Паян прокатра Раççей киновӗ сахал, кинотеатрсенче ытларах ют çӗршыв фильмӗсене кăтартаççӗ. Нумай кинотеатрсем хупăнаççӗ. Мӗншӗн?

- Ку ыйтăва эпир час-часах çӗклетпӗр. Кинотеатрсем хупăнни кинопа çыхăнман. Кинотеатрсем ытларах суту-илӳ центрӗсенче уçăлаççӗ. Аренда хакӗ мӗнле долларпа пулнă - çавăн пекех юлнă. Çул ӳсӗмӗн цензури тата? Хăш-пӗр ӳсӗмрисем валли кино пачах та çук. Мӗскер, халь кинотеатра çӳрекенсен çулне кура кино ӳкермелле-и? Куракансене çухатса пӗтеретпӗр вара. Аренда пирки, киносене, сăмахран, ытти площадкăсенче, платформăсенче кăтартма пулать. Ку енӗпе ӗçлемелле.

- Пирӗн вăхăтра ачапчасен фильмӗсем нумайччӗ. Халӗ ӳкермеççӗ-им?

- Пӗрремӗшӗнчен, ачапчасен киновӗсене телеканалсем илмеççӗ; иккӗмӗшӗнчен, çак контентран реклама тăваймастăн; виççӗмӗшӗнчен, ачасен вăхăчӗ канмалли кун е кăнтăрла. Кăнтăрла вӗсем шкулта, каçхи эфир вара хаклă. Çӗнӗ çул кунӗсемпе каникулсем юлаççӗ, çавăн чухне кăтартсан кăна. Паллах, ку тӗрӗс мар, патшалăх политики пулмалла. Культура министерстви ачасем валли ӳкерме укçа-тенкӗ уйăрать, анчах ăçта кайса кӗреççӗ тунă ӗçсем? Мӗншӗн-тӗр курмастпăр. Выртаççӗ çӳлӗксем çинче тусанланса, проката та тухмаççӗ, телеканалсем те илмеççӗ. Фестивальсем тăрăх сӗтӗрсе çӳреççӗ те - вçо! Кӗске метражлă кино пирки те çавах, ӳкерме укçи те сахал кирлӗ, анчах продюсершăн вăл ахаль тăкакланни кăна. Нумай чухне ку пӗр-пӗр режиссера рекламăлама çеç кирлӗ. Çамрăксем Америка киновӗпе ӳсеççӗ, чи япăххи вӗсенче хăш чухне пирӗн çӗршыва "хуратса" кăтартаççӗ. Лару-тăру çапларах: патшалăх бюджечӗпе кино фончӗ, культура министерстви çулсерен 127 картина кăларать, кинотеатрсем вара çуррине те илмеççӗ. Хамăрăн творчествăна кăтартаймастпăр. Халӗ çак проблемăпа - патшалăх прокачӗ çине тухассипе ӗçлеме пуçларăм. Капла укçана çеç мар, культурăна, кăмăл-сипетлӗхе çухатса пыратпăр. Проблемăна президент патне çитермелле.

- Сирӗн шутпа, воспитани енчен киновăн вăйӗ пысăк-и?

- Паллах, пирӗн вăхăтра телеканалсемпе хальхи пек йăлт кăтартман, информацие суйланă, халӗ япăххи нумай, вăл ун чухне те пулнă, аварисем те, çӗр чӗтреннисем те. Кино та, телевидени те ыррине кăтартмалла. Аталану пирки: пысăк хуласем ӳссе çӗнелнӗ вăхăтра провинцире нимӗн те улшăнмасть. Эпӗ ӳснӗ хулара кинотеатр та çук. Хаваспах хамăн ӗçсене тӳлевсӗрех кăтартнă пулăттăм, анчах унта кирлӗ оборудовани те çук. Çавăн пек ыйтусем пур - хăшӗсем патшалăх монополийӗнче пулмалла, чи малтан культура, мӗншӗн тесен ку идеологипе çыхăннă. Анăç киноне, кирлӗ пулсан, Интернетпа та пăхма пулать. Пирӗн тивӗç вара çамрăксене хамăр политикăпа воспитани парасси. Çавăнпа патшалăх кинотеатрӗсем кирлех тетӗп. Ӗçлесе кайсан тăкакланă укçана кăлараççех вӗсем. Наци кинематографине аталантармашкăн кашни билетра пӗр пус та пулин пулӗ. Çамрăк талантсене грант уйăрмашкăн та çитӗ вăл. Патшалăх кăна проката тирпее кӗртме пултарать. Атту сэр кино килсе парасса, укçа хăварасса кӗтсе лараççӗ.

- Ачасен киновӗ патне таврăнсан, совет тапхăрӗнче мӗн чухлӗччӗ вӗсем , пур çӗрте те патриотизм, пӗчӗк актерсем еплерех вылятчӗç тата ... Ӳкерӗнме пӗтӗм Раççейрен пуçтаратчӗç атьсене. Нивушлӗ халь "Тимур и его команда", "Приключения желтого чемоданчика" "Подкидыш" пеккисене ӳкерме çук?

- Килӗшетӗп, паха киносем, ачасем тесен, вӗсем чăнах та лайăх актерсем, улталамаççӗ, туйăмсене пытармаççӗ. Кинора ӳкерӗннӗ чух йăлт шанаççӗ, çавăнпа пӗр дубльпех кадрсем пулаççӗ. Халӗ те ӳкерме пулать, анчах мӗн чăрмантарни пирки маларах каларăм.

- Кинопа театр валли вӗренсе тухакансем пайтах. Çăмăл-и режиссерсене çак ушкăнран суйласа илме? Вăт, хăш чухне пăхатăн та актер рольпе килӗшӳллӗ мар.

- Этем вăл - лицедей, амăшӗн варӗнчен тухсанах. Пӗтӗмлетсе каласан, эпир пурте актерсем. Уйрăмлăхӗ - кама-тăр Турри ытларах панă, теприне сахалрах. Эпӗ, хăш-пӗр актера сăнатăп та, ну, пӗр сериал хыççăн тепринче ӳкерӗнет, анчах сăнарӗ асра юлмасть. Курсан та палламасăр иртсе кайма пулать. Çавăнпа театр училищисене пуканенни евӗр питлисене, пӗчӗк тута-çăварлисене илесшӗнех мар. Çулсем иртнӗçем çакăн пек пит курăмлăхне (выразительность) çухатать. Суйлав параметрӗсем нумай, çавăнпа пурте актер пулаймаççӗ. Эпӗ патшалăхăн кино тата телевидени институтӗнче продюсировани вӗрентетӗп. Çур çултан кама ытларах тимлӗх уйăрмаллине ăнланса çитетӗп. Курсран сахалăшӗ актер прфессийӗпе ӗçлет, каярахпа хамăн вӗренекенсене куратăп та - хăшӗ менеджера кайнă, тепри банкра ӗçлет.

- Сире камитле рольсем çăмăллăн парăнаççӗ, анчах ăçта паян паха комедисем? Ак, ӗлӗкхисене вӗçӗмсӗр пăхма пулать, кашни эпизодне, сăмахне пăхмасăр пӗлетпӗр пулсан та тепӗр хут та пăхатпăр. Кун пек картинăсем полка çинче тусанланмаççӗ...

- Килӗшетӗп, анчах пирӗн ачасем вӗсене пăхмаççӗ, вӗсемшӗн интереслӗ мар. Кино ӳкернӗ чух хальхи стандартсене шута илмеллех.

- Сире экран çинче ытларах курас килет.

- Ох, Турă илттӗрех çакна, ун хăлхине кӗтӗрех. Пӗр-пӗр камитлӗ кинора савăнсах ӳкерӗннӗ пулăттăм.

- Киносăр пуçне мӗнпе интересленетӗр?

- Пӗтӗм вăхăта кинопа бизнеса паратăп. Кăштах пушансан юлташсемпе канма е çулçӳреве кайма кăмăллатăп.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев