Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Кинофестивальти кино, мӗнре уйрăмлăх?

(Ирина Трифонова). Иккӗмӗш эрне Хусанта мăсăльман кинофестивалӗн хӳттинче конкурса кӗмен кинолентăсене кăтартасси пырать. Ку ытларикун, августăн 15-мӗшӗнче Китай режиссерӗн Чжан Вэйăн «Шăпа» кинокартинине пăхрăмăр.Сеанс пуçланиччен яланхи пекех куракансемпе Хусанти халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивалӗн программа директорӗ Альбина Нафигова калаçу ирттерчӗ. Ун сăмахӗсемпе, конкурса кӗменни кино япăх пулнине пӗлтермест. Сăмахран, Европăран çав...

(Ирина Трифонова). Иккӗмӗш эрне Хусанта мăсăльман кинофестивалӗн хӳттинче конкурса кӗмен кинолентăсене кăтартасси пырать. Ку ытларикун, августăн 15-мӗшӗнче Китай режиссерӗн Чжан Вэйăн «Шăпа» кинокартинине пăхрăмăр.Сеанс пуçланиччен яланхи пекех куракансемпе Хусанти халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивалӗн программа директорӗ Альбина Нафигова калаçу ирттерчӗ. Ун сăмахӗсемпе, конкурса кӗменни кино япăх пулнине пӗлтермест. Сăмахран, Европăран çав тери нумай заявка килет. Вӗсем кинорежиссура, киноэстетика енӗпе, сюжет аталанăвӗпе те çав тери паха, фестивалӗн тӗп концепцийӗпе килсех кайманнипе сахалăшӗ кăна конкурса хутшăнаять. Çавăнпа «Окно в Европу» уйрăм блок йӗркеленӗ, вăл кинофестивале кӗнӗренпе пит нумай вăхăт иртмен-ха. Сербипе Германин кăçал ярса панă «Анклав» картини шухăшӗпе те, ӳкерес мелӗпе те мăсăльман киновне тивӗçтерет. Сюжет Югославири пулăмсемпе çыхăннă, анчах ытти çулсенче çак темăпа киносем пулнипе ăна конкурса кӗртмен. Венгрирен, Боснирен интереслӗ ӗçсем нумай. «Индостан на стыке культур» блока кӗнӗ кинолентăсен пахалăхӗ те пысăк. Куракансен Инди, Непал, Шри-Ланка, Бангладеш çӗршывӗсен кинокартинисене пăхма май пур.

Кунта çакна палăртмалла: фестиваль киновӗсем коммерцилле киносенчен çав тери уйрăлса тăраççӗ. Коммерцилле киносен тӗп тӗллевӗ проката тухса май килнӗ таран нумайрах укçа пуçтарасси пулсан, фестиваль киновӗсем яланах пӗр-пӗр социаллă проблемăна уçса пама тăрăшаççӗ. Куракансем тӗп сăнарпа пӗрле проблемăна халиччен асăрхаман енчен пăхма тытăнаççӗ. Тепӗр ырă енӗ - вырăнти халăхăн кулленхи пурнăçне, вӗсен шухăш-кăмăлне тата хулисемпе ялӗсене туллин курма май пур, çакна çулçӳревпе танлаштарма та пулать.

Альбина Нафигован сăмахӗсемпе каласан, кинокартинăсем тӗрлӗ жанрлă, ытларах этникăпа çыхăннă.

Ретроспектива блок та кăсăк. Вăл Андрей Кончаловскин, Николай Досталӗн, Салават Юзеевăн ӗçӗсенчен тăрать. Интереслӗ пулӗ-и вăл куркансемшӗн? Паллах. Ку чухне киноиндустрин мэтрӗсен ячӗсене асăнни те çителӗклӗ. Хусанти кинофестиваль вӗсене йышăнмалли шая çитни савăнтарать.

«После СССР» блока асăнмасăр хăварма май çук. Унта Совет союзне кӗнӗ çӗршывсен кинокартинисене пуçтарнă. - Программа пысăках мар, ытларах кӗске метрлă киносенчен тăрать. «Родина» кинотеатрта вӗсене пӗр кунрах кăтартма палăртнă. Географи анлă. Унти халăхсен менталитечӗ пире çывăххипе пăхма интереслӗ пулӗ, - терӗ Альбина Нафигова.

Чи пысăк уйрăм «Раççей - Ислам тӗнчи» секци шутланать, унта стратегилле ушкăна кӗнӗ çӗршывсен киновӗсене пуçтарнă. Альбина Нафигова палăртнă тăрăх, куракансемшӗн вăл чи малтан кинематографи тӗрлӗлӗхӗпе кăсăк пулӗ. Çӗршывсен калăпăшне, аталанăвне кура киносем сюжетпа та, бюджетпа та уйрăлса тăнине асăрхама пулать.

«Шăпа» (Китай) кинокартина патне таврăнас пулсан, вăл питӗ те çивӗч проблемăна - аутизмпа чирлӗ ачасен обществăри вырăнне уçса парать. Пур-и вăл аутистсемшӗн е общество вӗсене йышăнма хатӗр çеç мар, агрессивлă та? Чӗрене пырса тивекен картина. Проблемăна тӗп сăнарсенчен пӗрин - аутизмпа чирлӗ арçын ачан амăшӗн куçӗпе пăхни ăна пач урăх енчен уçса парать. Мӗскӗн амăшӗ пурӗ те ывăлне ытти ачасемпе пӗрле шкулта вӗрентме тăрăшать. Сывă ачасен ашшӗ-амăшӗн шучӗпе вара унăн кӗрешме те ирӗк çук иккен. «Ачу чирлӗ, апла пирӗн атьсем хушшинче ун валли вырăн çук» - çакăн пек хаяр вӗсен вердикчӗ. Ашшӗ-амăшӗсен пусăмӗпе шкул директорӗ ывăлне шкула çӳретме чарсан та кӗрешме пăрахмасть хӗрарăм. Хăй тӗллӗн метро станцийӗнчех ывăлӗпе уроксем ирттерет. Кӗçех ăна волонтерсем, унтан журналистсем асăрхаççӗ, аутизм проблеми пирки çӗршывăн министерствисемпе ведомствисен шайӗнче сӳтсе явма пуçлаççӗ. Проблема вырăнтан хускалчӗ пек, анчах мӗскӗн Сихăна шкула пурпӗрех илмеççӗ. Статистика тăрăх, паян Китайра 1,8 миллион ача аутист. Режиссерсем çак проблема умӗнчен иртсе кайманни ырă пулăм. Тен, общество чирлӗ çынсемпе чăтăмлăрах пулма вӗренӗ? «Çапла, Сиха сиртен уйрăлса тăрать, анчах ăна пурӗ те ăнланни кирлӗ, урăх нимӗн те мар. Вăл хăнăхнă йӗркерен урăхларах хăтланни çине ырă кулăпа пăхни те çитет», - тет мисс Тиан.

Кинона чăн пулса иртни çинче никӗслени унăн пӗлтерӗшне тата та ӳстерет. Кинематографин вăйӗ пысăк, çак инструментпа пӗлсе усă курсан обществăн «çăпанӗсене», çитменлӗхӗсене татса пама пулӗ тен? Çакăнпа паха фестиваль киновӗсем. Этемлӗхӗн проблемисемпе савăнăçне, хуйхи-суйхине, пӗрлӗхӗпе юратăвне укçаран çӳллерех хаклакан, чӗрепе курма пултаракан режиссерсемпе сценаристсем пур чухне киноискусство вилмест.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев