Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Китай та Хусан майонезне çиет

Хусанти çу комбиначӗн директорсен канашӗн председателӗ (çаплах ТР ЧНКА председателӗ те) Дмитрий Самаренкин палăртнă тăрăх, Турци рынокне Китайăннипе çăмăллăнах улăштарма пулать. Кун пирки вăл çу экстракцин заводне Китай делегацийӗ курма килсен каланă. Сăмах май, Китай Халăх Республикин ял хуçалăх министрӗ Хань Чанфу ертсе пыракан делегаци Тутарстана Лайăш районӗнче иртнӗ «Пӗтӗм...

Хусанти çу комбиначӗн директорсен канашӗн председателӗ (çаплах ТР ЧНКА председателӗ те) Дмитрий Самаренкин палăртнă тăрăх, Турци рынокне Китайăннипе çăмăллăнах улăштарма пулать. Кун пирки вăл çу экстракцин заводне Китай делегацийӗ курма килсен каланă. Сăмах май, Китай Халăх Республикин ял хуçалăх министрӗ Хань Чанфу ертсе пыракан делегаци Тутарстана Лайăш районӗнче иртнӗ «Пӗтӗм Раççейри хир кунӗ» мероприятие хутшăнас тӗллевпе килнӗ. Хăнасене илсе çӳрекенӗ ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин пулчӗ.

Китайсене çу продукцин производствин пӗтӗм циклӗпе паллаштарнă. «Хальхи самана предприятийӗ. Ун малашлăхӗ пысăк пуласса шанас килет. Ман шутпа, Китайпа Тутарстанăн хутшăнăвӗсен потенциалӗ пысăк, ку предприяти Китай компанийӗсемпе контракт тунине те пӗлетӗп. Пирӗн çыхăнусем çирӗпленсе пырасса шанатăп», - тенӗ Хань Чанфу экскурси хыççăн.

«Турци рынокӗн альтернативи, Китай рынокӗ, пысăк та çирӗп. Турцин тырпул рынокне хупнă хыççăн Китай пирӗншӗн тата та пӗлтерӗшлӗрех пулчӗ. Виçӗ-тăватă уйăх эпир хамăрăн продукцие экспорта яраймарăмăр», - комбинат ӗçӗсемпе паллаштарчӗ Дмитрий Самаренкин.

Турци рынокӗ пирки калас пулсан, кăçал ун ӳсӗмӗ палăрма пуçланă. Прогнозсем тăрăх, 2017 çулта комбинат Турци рынокне 120 миллион доллар чухлӗ продукци вырнаçтарма шутлать. «Иртнӗ çулта çу кăна Турцие 80 миллион долларлăх сутрăмăр. Кăçал производство хăвачӗ ӳснӗ май, ытти çӗршыв рыонкӗ пирки те шухăшлатпăр. Çавăнпа Китая кайма тӗллев лартрăмăр. Паяна унта эпир хамăрăн продукцие пӗрремӗш миллион доллар чухлӗ вырнаçтартăмăр ӗнтӗ», - терӗ Дмитрий Самаренкин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев