Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Коммунистсене коалицилле правительство кирлĕ

КПРФ партин Тутарстанри уйрăмĕн секретарĕ, ТР Патшалăх канашĕн депутачĕ Хафиз Миргалимов журналистсене ку суйлав кампанийĕ вăхăтĕнче вĕсен партийĕ майлисем саккуна пăснă 82 тĕслĕх тупса палăртни çинчен каларĕ. Çак йĕркесĕрлĕх çинчен коммунистсем Тĕп суйлав комиссине, патшалăх влаç органĕсене пĕлтернĕ. Анчах та, Миргалимов сăмахĕсемпе, чылай чухне хуравсем "отписка" шайĕнче кăна. Тата сулахайсене...

КПРФ партин Тутарстанри уйрăмĕн секретарĕ, ТР Патшалăх канашĕн депутачĕ Хафиз Миргалимов журналистсене ку суйлав кампанийĕ вăхăтĕнче вĕсен партийĕ майлисем саккуна пăснă 82 тĕслĕх тупса палăртни çинчен каларĕ. Çак йĕркесĕрлĕх çинчен коммунистсем Тĕп суйлав комиссине, патшалăх влаç органĕсене пĕлтернĕ. Анчах та, Миргалимов сăмахĕсемпе, чылай чухне хуравсем "отписка" шайĕнче кăна.

Тата сулахайсене таса мар технологисем те канăçсăрлантараççĕ. "Красный фронт" евĕр суя хаçатсем салатса Павел Грудининăн ятне варалама хăтланни - шăпах çавăн пек технологисенчен пĕри те.

Пĕтĕмĕшле илсен, Хафиз Миргалимов тĕнчери лару-тăрăва шута илсе, пулас Президентăн коалицилле правительство йĕркелемелли çинчен шутламаллине каларĕ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев