Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Конкурентлăха ӳстермелле

Тутарстанра машиностроени пысăк хăвăртлăхпа аталанса пырать. Çакна ку эрнере «Хусан ярмăрккинче» иртнӗ XVI «Машиностроени. Металлурги» халăхсен хушшинчи ятарлă куравра тепӗр хут çирӗплетме пулчӗ. Мероприятие ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, ТР Премьер-министрӗн çумӗ, промышленноçпа суту-илӳ министрӗ Альберт Каримов, Германи, Белорусси, Чехи правительствисен представителӗсем хутшăнчӗç. Кăçалхи курава 13 çӗршывран 166 предприяти хутшăннă. Специалистсен...

Тутарстанра машиностроени пысăк хăвăртлăхпа аталанса пырать. Çакна ку эрнере «Хусан ярмăрккинче» иртнӗ XVI «Машиностроени. Металлурги» халăхсен хушшинчи ятарлă куравра тепӗр хут çирӗплетме пулчӗ. Мероприятие ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, ТР Премьер-министрӗн çумӗ, промышленноçпа суту-илӳ министрӗ Альберт Каримов, Германи, Белорусси, Чехи правительствисен представителӗсем хутшăнчӗç.

Кăçалхи курава 13 çӗршывран 166 предприяти хутшăннă. Специалистсен шучӗпе, çак пулăм регионшăн кăна мар, Раççейшӗн те пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен çӗршыври машиностроени комплексне çӗнетмешкӗн лайăх задачăсем лартать. Тутарстанра ăна ирттерни те тӗрӗс, регион отрасльти йывăрлăхсене тат­са памашкăн лайăх площадка пулса тăрать. Машиностроени республика экономикин тӗп отраслӗсенчен пӗри шутланать, промышленность производствин пӗтӗмӗшле калăпăшӗнчен 20 процентне вăл йышăнать. Альберт Каримов палăртнă тăрăх, отрасль предприятийӗсем ку çулта 315,4 миллиард тенкӗлӗх продукци туса кăларнă. Паллах, ку çитӗнӳсемпе лăпланса лармалла мар, машиностроени комплексне тата та вăйлатас тесен конкурентлăха ӳстермелле, импортозамещени проекчӗсене пурнăçламалла, рынока çӗнӗ продукци кăлармалла. Шăпах çак задачăсене пурнăçлама пулăшать те курав. Вăл Тутарстан предприятийӗ­сене ют çӗршыв компанийӗсен опычӗпе паллашма, ӗçе çӗнетме, ӗçлӗ хутшăнусем йӗркелеме пулăшать. Сăмах май, курав умӗн иртнӗ Координаци канашӗн ларăвӗнче «Югостройпа» (Чехи) «ТД «ОКА» тулли мар явап­лăхлă общество (Тутарстан) килӗшу çирӗплетнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев