Концертсем, спектакльсем, куравсем, кино...
Футболпа тӗнче чемпионачӗ вăхăтӗнче футбол матчӗсемсӗр пуçне 90 культура мероприятийӗ иртет, пӗр сăмахпа Хусан хăнисемпе çыннисене пӗрре те кичем пулмасть. Культура программи чăнах та анлă: концертсем, спектакльсем, куравсем, кино... ТР Культура пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, искусствăн тӗрлӗ жанрӗпе, стилӗпе, юхăмӗсемпе усă курса Тутарстан, Раççей культурин шайне кăтартма тӗллев лартнă. Культура программине...
Футболпа тӗнче чемпионачӗ вăхăтӗнче футбол матчӗсемсӗр пуçне 90 культура мероприятийӗ иртет, пӗр сăмахпа Хусан хăнисемпе çыннисене пӗрре те кичем пулмасть. Культура программи чăнах та анлă: концертсем, спектакльсем, куравсем, кино...
ТР Культура пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, искусствăн тӗрлӗ жанрӗпе, стилӗпе, юхăмӗсемпе усă курса Тутарстан, Раççей культурин шайне кăтартма тӗллев лартнă. Культура программине республикăри, ютран чӗннӗ чи сумлă профессионалсем, чи лайăх пултарулăх ушкăнӗсем, солистсем хутшăнаççӗ.
Программăра:
- 30 концерт,
- 7 музыка фестивалӗ,
- 33 спектакль,
- 10 курав проекчӗ,
- 12 ялан ӗçлекен курав,
- 2 площадкăра open air форматпа 12 кино,
- 4 пӗтӗмӗшле культура проекчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев