Сувар

Корона кăçал Камилла Хусаиновара!

(Ирина Трифонова, Р. Гали сăнӳкерчӗкӗ). Январӗн 24-мӗшӗнче Хусанта пысăк мероприяти - «Мисс Татарстан» обществăлла организацин юбилейлă 20-мӗш конкурсӗ иртрӗ. Кăçал унта 30 конкурсантка хутшăнчӗ. Хӗрсем Хусан, Çырчалли, Анат Кама, Ешӗлвар, Пӗкӗлме, Менделеевск хулисенчен. «Мисс Татарстан» конкурс 20 çул хушшинче шайӗпе те, пӗлтерӗшӗпе те ӳснӗ. Малтанхи çулсенче регион шайӗнчи статусне çирӗплетессишӗн...

(Ирина Трифонова, Р. Гали сăнӳкерчӗкӗ). Январӗн 24-мӗшӗнче Хусанта пысăк мероприяти - «Мисс Татарстан» обществăлла организацин юбилейлă 20-мӗш конкурсӗ иртрӗ. Кăçал унта 30 конкурсантка хутшăнчӗ. Хӗрсем Хусан, Çырчалли, Анат Кама, Ешӗлвар, Пӗкӗлме, Менделеевск хулисенчен.

«Мисс Татарстан» конкурс 20 çул хушшинче шайӗпе те, пӗлтерӗшӗпе те ӳснӗ. Малтанхи çулсенче регион шайӗнчи статусне çирӗплетессишӗн пур вăйран тăрăшни палăратчӗ пулсан, паян конкурс никама та, нимӗн те çирӗплетме тăрăшмасть. Организацин ячӗ те, сумӗ тӗ, опычӗ те пысăк. «Мисс Татарстан» обществăлла организацин президенчӗ Изольда Сахарова çак çулсем хушшинче конкурса ертсе пырса республика имиджӗшӗн те нумай турӗ, хăй ӗçӗпе, пултарулăхӗпе. Организацин штатӗнче тăракан модельсем Тутарстан, Раççей шайӗнчи пӗр мероприятирен те юлман.

Юбилейлă конкурса пысăк хăнасем килсе çитрӗç. Çавсен шутӗнче «Мисс Россия» наци конкурсӗн генеральнăй директорӗ Лариса Тихонова, «Мисс Татарстан-2010», «I Вице-мисс Россия-2010», «Мисс Мира-2010» конкурс финалистки, топ-модель Ирина Шарипова, «Miss Kemer International» халăхсен хушшинчи конкурс президенчӗ Аднан Шекер пулчӗç. Пирӗншӗн чи пысăк хăна шутӗнче вара Раççейӗн паллă дизайнер-модельерӗ, легендарлă кутюрье Вячеслав Зайцев пулчӗ. Конкурс валли Вячеслав Михайлович ятарласа хăйӗн коллекцине илсе килчӗ. «Мисс Татарстан» конкурса иккӗмӗш хут килетӗп. Изольда Сахаровăпа туслăх пирӗн тахçантанпа. Мана кунта килме хуть хăçан та кăмăллă», - терӗ модельер.

Вячеслав Зайцевăн коллекцине конкурсанткăсем кăтартрӗç, финала тухнă 10 хӗр те кутюрьен кӗписене тăхăннăччӗ. Вячеслав Михайлович пултаруллă, аслă маэстро, таланчӗпе кăна мар, пысăк çынлăхпа та. Вăл Хусана килни пуриншӗн те пысăк та кӗтмен парне пулчӗ.

Мероприятин тепӗр сюрпризӗ - эстрада çăлтăрӗ Тимур Родригез килни пулчӗ. Хăйӗн чарусăрла энергийӗпе вăл темле кичем çынна та вырăнтан хускатма пултарчӗ.

Кăçалхи конкурс питӗ сумлă иртрӗ, пур енӗпе те. Каларăмăр ӗнтӗ, 30 конкурсанткăран 10-шӗ кăна финала тухрӗ. Номинацисене вара финала тухайманнисем те йышăнчӗç. Конкурсăн спонсорӗсемпе партнерӗсем питӗ йышлă пулнипе никам та парнесӗр юлмарӗ, унсăр пуçне кашниех «Мисс Татарстан» дипломӗсене илчӗ.

Камсем-ха çӗнтерӳçӗсем? II Вице-мисс ята Рушания Шарифуллина (Хусан) илчӗ, I Вице-мисс Полина Горюнова пулчӗ. «Мисс Казань» - Гузель Мусина, хӗрсем пурте Хусантан. «Мисс Татарстан» коронине вара тивӗçлипе Камилла Хусаинова тивӗçрӗ. Саламлатпăр!

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: