Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Кӗперсем çине çынсене кӗртмеççӗ

Хусанта июлӗн 21, 22, 23-мӗшӗсенче Red Bull Air Race авиагонка иртнӗ вăхăтра хулари транспорт юхăмне чăрмав кӳрес мар тесе автомобилистсем валли Сибгат Хаким тата Декабристсен урамӗнчен пуçласа Мичурин урамне çитичченхи çулсене кăна хупаççӗ. Ленин дамбипе Миллениум кӗпер çине вара çуран çӳрекенсене кӗртмеççӗ. Çакă тӳрремӗнех хăрушсăрлăх мерисемпе çыхăннă. Мӗншӗн тесен Хусан...

Хусанта июлӗн 21, 22, 23-мӗшӗсенче Red Bull Air Race авиагонка иртнӗ вăхăтра хулари транспорт юхăмне чăрмав кӳрес мар тесе автомобилистсем валли Сибгат Хаким тата Декабристсен урамӗнчен пуçласа Мичурин урамне çитичченхи çулсене кăна хупаççӗ. Ленин дамбипе Миллениум кӗпер çине вара çуран çӳрекенсене кӗртмеççӗ. Çакă тӳрремӗнех хăрушсăрлăх мерисемпе çыхăннă. Мӗншӗн тесен Хусан кун пек чемпионата пӗрремӗш хут ирттерет.

Хусан Ӗçтăвкомӗн ертӳçин пӗрремӗш çумӗ Дамир Фаттахов пӗлтернӗ тăрăх, çӳлерех асăннă урамсене июлӗн 21-мӗшӗнче 8.30 -18.30, 22-мӗшӗнче 10.30 - 19.00, июлӗн 23-мӗшӗнче 8.30- 17.00 сехетчен хупаççӗ. Çавăнпа «Квартала» каякансене е Миллениум кӗпер енчен килекенсене урăх урампа кайма сӗнеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев