Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Кӗрхи призыв. Хальхинче çул Инçет Хӗвел тухăçа

Кӗрхи призыв малалла тăсăлать. Ӗнер Республикăн пухăнмалли пунктӗнчен 189 призывника хӗсмет иртме Инçет Хӗвел тухăçне ăсатрӗç. Тăван çӗршыв умӗнчи тивӗçе вӗсем Уссурийск, Хабаровск тата Биробиджанри сухопутный çарсенче пурнăçлӗç. Инçет Хӗвел тухăçне çулсерен Тутарстан призывникӗсен 15-20 проценчӗ каять. Асăнса хăварар, каччăсен çар пурнăçӗ чаçе çитсен мар, асăннă пунктра çар тумне тăхăннинченех...

Кӗрхи призыв малалла тăсăлать. Ӗнер Республикăн пухăнмалли пунктӗнчен 189 призывника хӗсмет иртме Инçет Хӗвел тухăçне ăсатрӗç. Тăван çӗршыв умӗнчи тивӗçе вӗсем Уссурийск, Хабаровск тата Биробиджанри сухопутный çарсенче пурнăçлӗç. Инçет Хӗвел тухăçне çулсерен Тутарстан призывникӗсен 15-20 проценчӗ каять. Асăнса хăварар, каччăсен çар пурнăçӗ чаçе çитсен мар, асăннă пунктра çар тумне тăхăннинченех пуçланать.

Йăлана кӗнӗ тăрăх, Хусан студенчӗсем хальхинче те призывниксем валли лайăх концерт хатӗрленӗ. Уяв вара хисеплӗ караул Раççей, Тутарстан ялавӗсене йăтса тухнинчен тата çар оркестрӗ патшалăх гимнӗсене каланинчен пуçланчӗ. Призывниксене çар комиссариачӗн тата тӗн представителӗсем хӗсмете лайăх иртме ăнăçу сунчӗç.

Тутарстан çар комиссарӗ С.Погодин каланă тăрăх, ӗнер 20 «срочника» хӗсмет иртме Крымри шефа илнӗ çар чаçне те ăсатнă. Кӗрхи призывран унта кайнă виççӗмӗш ушкăн ӗнтӗ ку.

Республикăра салтак юрри декабрь уйăхӗн çурричченех янăрӗ-ха. Шăпах çавăн чух кӗрхи призыв вӗçленет. Хальхи вăхăтра 1288 призывника çӗршыври çар чаçӗсене ăсатнă та ӗнтӗ. (А.Эшкинин сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев