Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Кӳршӗсем хăйсен чӗлхи çинчен нихăçан та манмаççӗ

Августăн 30-мӗшӗнче, Республика Кунӗнче Тутарстанра tatar домен зонинче пӗрремӗш хыпар сайчӗ ӗçлеме пуçланă, tatar-inform.tatar адреспа «Татар-информ» агентствăн тутар чӗлхиллӗ версийӗ вырнаçнă. Хальхи вăхăтра «Татар-информ» информаци агентствин тутар редакцийӗ Тутарстанри, Раççейри, ытти çӗршывсенчи пурнăç çинчен кунне 60 хыпар кăларать. Тӗп тӗллевсенчен пӗри - аудиторие Тутарстаншăн, тутар халăхӗшӗн пӗлтерӗшлӗ пулăмсем çинчен пӗлтересси....

Августăн 30-мӗшӗнче, Республика Кунӗнче Тутарстанра tatar домен зонинче пӗрремӗш хыпар сайчӗ ӗçлеме пуçланă, tatar-inform.tatar адреспа «Татар-информ» агентствăн тутар чӗлхиллӗ версийӗ вырнаçнă.

Хальхи вăхăтра «Татар-информ» информаци агентствин тутар редакцийӗ Тутарстанри, Раççейри, ытти çӗршывсенчи пурнăç çинчен кунне 60 хыпар кăларать. Тӗп тӗллевсенчен пӗри - аудиторие Тутарстаншăн, тутар халăхӗшӗн пӗлтерӗшлӗ пулăмсем çинчен пӗлтересси.

Сайтăн мобильлӗ версийӗ те ӗçлет, çавăн пекех ăна социаллă сетьсенче те тӗл пулма май пур.

«Татар-информăн» тутар чӗлхиллӗ версине кăçал июнь уйăхӗнче çӗнетме пуçланă. Юлашки виçӗ уйăхра ăна вулакансен шучӗ 6 хут ӳснӗ.

Редакци ӗçӗнчи тепӗр ен - тутар общественноçне хумхантаракан ыйтусемпе тутар чӗлхипе пресс-конференцисем ирттересси.

Çӳлерех асăннă информаци агентстви хăйӗн ӗçне 1990 çултах пуçланă, вăл Совет Союзӗнче тата Раççейре регионри пӗрремӗш информаци агентстви. Тутарстан Правительстви tatar домена 2013 çулта республика çинчен Интернетра пӗтӗм тӗнчене пӗлтерс тесе регистрациленӗ.

«Сувар» хаçатăн çӗнӗ сайчӗ те август уйăхӗнченпе ӗçлет. Вăл Интернет тӗтелӗнче suvargazeta.ru адреспа вырнаçнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев