Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ку эрнере кама мӗн кӗтет?

ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере пурнăçăрти пӗлтерӗшлӗ тапхăра вӗçлетӗр, темиçе уйăх е çулсем таранчченех тăсăлнă ӗçе тинех пурнăçласа çитеретӗр. Е тахçантанпа хумхантаракан ыйтăва татса паратăр. Хăшӗсем хăйсене урăх ӗçре тӗрӗслесе пăхӗç. Хăюллăрах пулăр, ăнăçу çумăрта çӳрет. Мăшăрăрпа тимлӗ пулăр, ăмсанса элеклекенсем тупăнӗç. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Çак тапхăрта нимрен...

ТАКА 21.III - 20.IV

Ку эрнере пурнăçăрти пӗлтерӗшлӗ тапхăра вӗçлетӗр, темиçе уйăх е çулсем таранчченех тăсăлнă ӗçе тинех пурнăçласа çитеретӗр. Е тахçантанпа хумхантаракан ыйтăва татса паратăр. Хăшӗсем хăйсене урăх ӗçре тӗрӗслесе пăхӗç. Хăюллăрах пулăр, ăнăçу çумăрта çӳрет. Мăшăрăрпа тимлӗ пулăр, ăмсанса элеклекенсем тупăнӗç.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V

Çак тапхăрта нимрен те хăрамалла мар, ăнăçу теветкеллӗ ӗçсенче те пулӗ. Енчен те пӗр-пӗр проекта хутшăнма сӗнсен хăюллăнах килӗшӗр. Ӗç ăнмассин шанчăкӗ сахал. Профессилле пултарулăхпа конкурс ирттерсен хутшăнма тăрăшăр, çӗнтерме пултаратăр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI

Ку эрнере ытларах творчество çыннисемшӗн ăнăçлă пулӗ, тухăçлă тапхăр. Писательсем, артистсем, музыкантсем, композиторсемпе ӳнерçӗсем, дизайнерсем тӗнчене пӗр-пӗр шедеврпа тӗлӗнтерме пултараççӗ. Сывлăх пит хумхантармасан та перекетленни пăсмӗ, курăк чейӗ ӗçни усăллă пулӗ.

РАК 22.VI - 22.VII

Амбицисем канăç памаççӗ, ӗçри вырăн та. Хăвăра тивӗçсӗр çӗрте ӗçленӗ пек туятăр, чаплă та сумлă çӗрте ӗçлес килӗ. Шырама пуçласан çакăн пек çӗре вырнаçма та пултаратăр. Çапах кивӗ ӗçрен каясси пирки заявление çӗнӗ вырăнта çирӗплетнӗ хыççăн кăна çырăр - тем курасси пур.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII

Çак вăхăтра май килнӗ таран усăллă çыхăнусем йӗркелеме тăрăшмалла. Лару-тăрăвӗ те шăпах ăнăçлă та меллӗ. Кирлӗ çӗрте, кирлӗ вăхăтра пулатăр. Чи кирлӗ ӗçлӗ калаçусене эрне варринче ирттерме тăрăшмалла. Начар шухăшсем те хумхантарма пултараççӗ, çавăнпа канмаллисенче юратнă артистăн концертне кайса килсен аван пулӗ.

ХӖР 24.VIII - 23. IX

Укçа-тенкӗ енчен ăнăçлă эрне, тӗрлӗ çӗртен укçа кӗме пултарать. Суту-илӳпе аппаланакансен клиентсен шучӗ ӳссе кайӗ. Çӗнӗ ӗç йӗркелесси те ăнать, посредник пулса та тупăш илме пултаратăр. Ку эрнере укçана пӗр-пӗр ӗçе хывни, куçман пурлăхпа çыхăннă ыйтусене татса парасси ăнать.

ТАРАСА 24.IX - 23.X

Çак тапхăрта хăвăр ирӗкӗрпе кăна пурăнманнине туйса илни харпăр хаклава чакарма пултарӗ. Куншăн пит кулянма кирлӗ мар, çак лару-тăрăва улăштарас тесен мӗн тума пултарни, мӗнле майпа хăвăра ытларах шанма пуçласси, яваплăхран хăрама пăрахасси çинчен шутлăр. Ыттисем çине витӗм кӳресси пирки кӗнеке вулани усса кайӗ.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI

Ку эрне активлă пулӗ, укçа-тенкӗ лару-тăрăвне лайăхлатас тесе кирлӗ утăмсем тăватăр. Хăшӗсем тахçанхи усăллă çыхăнăвӗсене аса илсе çӗнӗ ӗç йӗркелеме пултарӗç, теприсен хушма ӗç тупас шанчăк пур, виççӗмӗшсем бизнес йӗркелеме шухăш тытӗç. Йышăнăвăрсем стандартлă мар пулсан ăнăçу пулатех.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII

Эрне пуçламăшӗнче илнӗ хыпара лайăх тӗрӗслӗр, уйрăмах ăна кама-тăр калама шутлатăр пулсан. Хăш-пӗр информаци суя пулма пултарать, сире вара элекçӗсен шутне кӗртме пултарӗç. Ӗçри лару-тăру ырă, мӗн шутланине пурнăçлатăр. Кулленхи ыйтусене çăмăллăнах татса пама стандартлă мар йышăнусем пулăшӗç.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I

Ӗç мăй таран: йӗркелӳпе, хутпа çыхăннисем, тӗлпулусемпе калаçусем, командировкăсем. Эрне пуçламăшӗнче кăшт йывăра килӗ. Пуçланине вӗçне çитерме самай вăй-хал кирлӗ. Эрне варринче йăлт пăрахас шухăш та пырса кӗрӗ. Юрать-ха юлташсемпе тăвансем пулăшусăр хăвармӗç. Ан парăнăр, пӗчӗккӗн пулсан та тӗллевӗр патнех утăр.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II

Ӗçлӗ çулçӳревсемпе чи кирлӗ калаçусене эрне варринчен пуçласа планламалла. Ку вăхăтра хушма пӗлӳ илни усăллă пулӗ. Семинарсемпе тренингсене çӳрени, ӗçпе çыхăннă литература вулани карьерăпа ӳсме пулăшӗ. Пӗлӗве кӗçех практикăра тӗрӗслеме май пулӗ.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III

Эрне пуçламăшӗнче çӗнӗ ӗç пуçламалла мар, тӗрлӗ тумхахсем пулӗç. Ӗçлӗ калаçусем те йывăррăн иртӗç: эсир тӗрӗс тесе шутланине тепри йышăнмасса пултарать. Ăшри иккӗленӳлӗхе çӗнтерсен кăна лартнă задачăсене пурнăçлатăр. Канмаллисенче инçетрен хыпар çитме пултарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев