Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Кулăш

- Пулăшу кирлӗ мар-и? - ыйтать Чăнкă Мирун дискотекăра явкаланакан хӗр патне пырса. - Ан чăрмантар, куратăн-и эпӗ ташлатăп, - тет чиперкке. - Э-э-э, ташлатăр иккен. Турра шӗкӗр! Эпӗ сире ток çапать тесе шутланăччӗ, - тесе пăрăнса утрӗ тет Мирун. Кукша Кӗркури Хусанта вӗренекен студент-ывăлӗнчен телеграмма илет: «Течче каякан пăрахута...

- Пулăшу кирлӗ мар-и? - ыйтать Чăнкă Мирун дискотекăра явкаланакан хӗр патне пырса.
- Ан чăрмантар, куратăн-и эпӗ ташлатăп, - тет чиперкке.
- Э-э-э, ташлатăр иккен. Турра шӗкӗр! Эпӗ сире ток çапать тесе шутланăччӗ, - тесе пăрăнса утрӗ тет Мирун.



Кукша Кӗркури Хусанта вӗренекен студент-ывăлӗнчен телеграмма илет:
«Течче каякан пăрахута ӗлкӗреймерӗм. Ыран çав вăхăтрах тухатăп», - тенӗ унта.
- Вăт, тăмпуç! - тарăхать Кукша. - Ыран çав вăхăтрах тухсан пăрахута каллех ӗлкӗреймест вӗт вăл.


Хырăмӗ питӗ выçнăран Чăнкă Мирун ресторана кӗрет, яшка тата чей ыйтать. Часах унăн умне турилкке илсе килсе лартаççӗ. Мирун ăна чылайччен шăршлать, тутанса пăхать, унта-кунта пăхкалать:
- Официант! - кăшкăрать вăл. - Мӗн илсе килсе патăр эсир мана - яшка е чей?
- Паллах, яшка! - кăмăлсăррăн каласа хурать официант.
- Ман шутпа чей пек туйă­нать. Чей пулсан сахăр килсе парăр, яшка-тăк - тăвар, - тет кăмăлсăр Мирун.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев