Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Кун хыççăн кун

Август, 19 Хӗвел: тухать - 4.23, анать - 19.10, кун тăршшӗ - 14.47. Уйăх: тухать - 1.09, анать - 17.45. Пӗтӗм тӗнчери сăнӳкерчӗк кунӗ. Пӗтӗм тӗнчери гуманитарлă пулăшу кунӗ. Пӗтӗм тӗнчери килсӗр чӗрчунсен кунӗ. Вырăс тельняшки çуралнă кун. Панулми Сăпасӗ. Уйăх календарӗпе - 27-мӗш кун. Чуна йăпатакан ӗçпе ап­па­ланмалла, çӗнӗ...

Август, 19
Хӗвел: тухать - 4.23, анать - 19.10, кун тăршшӗ - 14.47. Уйăх: тухать - 1.09, анать - 17.45.
Пӗтӗм тӗнчери сăнӳкерчӗк кунӗ.
Пӗтӗм тӗнчери гуманитарлă пулăшу кунӗ.
Пӗтӗм тӗнчери килсӗр чӗрчунсен кунӗ.
Вырăс тельняшки çуралнă кун.
Панулми Сăпасӗ.
Уйăх календарӗпе - 27-мӗш кун. Чуна йăпатакан ӗçпе ап­па­ланмалла, çӗнӗ вырăнсене çитсе курни те чуна кантарӗ.

Август, 20
Хӗвел: тухать - 4.25, анать - 19.08, кун тăршшӗ - 14.43. Уйăх: тухать - 2.20, анать - 18.25.
Раççей Сывлăш Флочӗн кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 28-мӗш кун. Кил хуçалăхӗнче тир­пей-илем кӳни, кирлӗ мар япаласенчен хăтăлни аван.
Çак кун çуралнă: Василий Аксенов (1932 - 2009), Андрей Михалков-Кончаловский (1937).

Август, 21
Хӗвел: тухать - 4.27, анать - 19.05, кун тăршшӗ - 14.38. Çӗнӗ уйăх (21 сехет те 34 минутран): тухать - 3.38, анать - 18.58.
Уйăх календарӗпе - 29/1-мӗш кун. Вут-кăварпа, çутăпа асăрхануллă пулмалла.
Çак кун çуралнă: Николай Валуев (1973).

Август, 22
Хӗвел: тухать - 4.29, анать - 19.03, кун тăршшӗ - 14.34. Уйăх: тухать - 4.57, анать - 19.25.
Раççей Федерацийӗн Пат­шалăх ялавӗн кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 2-мӗш кун. Кăткăс ӗçсене мая кӗртнӗ чух хăвăра алăра тытма тăрăш­малла.
Çак кун çуралнă: Ирина Скоб­цева (1927).

Август, 23
Хӗвел: тухать - 4.31, анать - 19.00, кун тăршшӗ - 14.29. Уйăх: тухать - 6.16, анать - 19.47.
Уйăх календарӗпе - 3-мӗш кун. Халӗ тӗп ыйтăва вак-тӗвекрен уйăрса илме пӗлни пӗлтерӗшлӗрех.
Çак кун çуралнă: Валерий Николаев (1965).


Август, 24
Хӗвел: тухать - 4.32, анать - 18.58, кун тăршшӗ - 14.26. Уйăх: тухать - 7.33, анать - 20.08.
Уйăх календарӗпе - 4-мӗш кун. Техника ванма, çул çинче аварисем пулма пултараççӗ, асăрхануллăрах пулмалла.

Август, 25
Хӗвел: тухать - 4.34, анать - 18.55, кун тăршшӗ - 14.21. Уйăх: тухать - 8.47, анать - 20.27.
Уйăх календарӗпе - 5-мӗш кун. Ума лартнă тӗллеве пур­нăçлама кансӗрлекен çынсемпе туслă пулни кирлех-ши, ку ыйтăва татса пама шăпах вăхăт çитнӗ.
Çак кун çуралнă: Маргарита Терехова (1942), Сергей Соловьев (1944).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев