Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Кун хыççăн кун

Июль, 22 Хӗвел: тухать - 3.31, анать - 20.08, кун тăршшӗ - 16.37. Уйăх: тухать - 2.20, анать - 19.06. Раççейре суту-илӳ ӗçченӗсен кунӗ. Уйăх календарӗпе - 28-мӗш кун. Пӗр вăхăта пӗччен юл­са лăпкăн шухăшласа пăх­ни хăвăрăн тӗллевӗрсене лайăх­рах ăнланма пулăшӗ. Çак кун çуралнă: Олег Газма­нов (1951), Иван Охлобыстин (1966)....

Июль, 22
Хӗвел: тухать - 3.31, анать - 20.08, кун тăршшӗ - 16.37. Уйăх: тухать - 2.20, анать - 19.06.
Раççейре суту-илӳ ӗçченӗсен кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 28-мӗш кун. Пӗр вăхăта пӗччен юл­са лăпкăн шухăшласа пăх­ни хăвăрăн тӗллевӗрсене лайăх­рах ăнланма пулăшӗ.
Çак кун çуралнă: Олег Газма­нов (1951), Иван Охлобыстин (1966).

Июль, 23
Хӗвел: тухать - 3.33, анать - 20.06, кун тăршшӗ - 16.33. Çӗнӗ уйăх (12 сехет те 56 минутран): тухать - 3.28, анать - 19.53.
Пӗтӗм тӗнчери китсемпе дель­финсен кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 29/1-мӗш кун. Пысăк пӗлтерӗшлӗ ӗçсемпе аппаланмалла мар, пӗтӗмпех сăнаса çитереймӗр.

Июль, 24
Хӗвел: тухать - 3.35, анать - 20.05, кун тăршшӗ - 16.30. Уйăх: тухать - 4.44, анать - 20.30.
Раççейре кадастр инженерӗн кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 2-мӗш кун. Çӗнӗ плансем тума, кив­висене улăштарма ăнăçлă кун.
Çак кун çуралнă: Ирина Ми­рош­ниченко (1942).

Июль, 25
Хӗвел: тухать - 3.36, анать - 20.03, кун тăршшӗ - 16.27. Уйăх: тухать - 6.04, анать - 20.59.
РФ Следстви органӗсен ӗçченӗн кунӗ.
Раççейре юханшыв поли­цийӗн кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 3-мӗш кун. Тахçанах илме ӗмӗт­ленекен япала туянма, пӗлте­рӗшлӗ ӗç тума аван кун.

Июль, 26
Хӗвел: тухать - 3.38, анать - 20.01, кун тăршшӗ - 16.23. Уйăх: тухать - 7.24, анать - 21.24.
Раççейре парашютист кунӗ.
Эсперанто кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 4-мӗш кун. Кирлӗ-кирлӗ маршăн тав­лашмалла мар.

Июль, 27
Хӗвел: тухать - 3.40, анать - 20.00, кун тăршшӗ - 16.20. Уйăх: тухать - 8.41, анать - 21.45.
Уйăх календарӗпе - 5-мӗш кун. Çӗнӗ ӗçе пуçăнмалла мар, кулленхи ӗçсемпех аппа­лан­малла.

Июль, 28
Хӗвел: тухать - 3.42, анать - 19.58, кун тăршшӗ - 16.16. Уйăх: тухать - 9.56, анать - 22.04.
Руçе тӗне кӗртнӗ кун.
Система администраторӗн кунӗ.
Раççейре PR-специалист кунӗ.
Пӗтӗм тӗнчери гепатитпа кӗ­решмелли кун.
Уйăх календарӗпе - 6-мӗш кун. Калаçса килӗшӳ тума ăнăç­лă кун.
Çак кун çуралнă: Инна Ма­карова (1926), Наталья Бело­хвостикова (1951)

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев