Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Кун хыççăн кун

Июль, 29 Хӗвел: тухать - 3.43, анать - 19.56, кун тăршшӗ - 16.13. Уйăх: тухать - 11.08, анать - 22.24. Халăхсен хушшинчи тигр кунӗ. Уйăх календарӗпе - 7-мӗш кун. Канма, халиччен пулса кур­ман çӗнӗ вырăнсене çитсе курма ăнăçлă вăхăт. Çак кун çуралнă: Игорь Крутой (1954), Илле Тукташ (1907 - 1957)....

Июль, 29
Хӗвел: тухать - 3.43, анать - 19.56, кун тăршшӗ - 16.13. Уйăх: тухать - 11.08, анать - 22.24.
Халăхсен хушшинчи тигр кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 7-мӗш кун. Канма, халиччен пулса кур­ман çӗнӗ вырăнсене çитсе курма ăнăçлă вăхăт.
Çак кун çуралнă: Игорь Крутой (1954), Илле Тукташ (1907 - 1957).

Июль, 30
Хӗвел: тухать - 3.45, анать - 19.54, кун тăршшӗ - 16.09. Уйăх: тухать - 12.17, анать - 22.44.
Халăхсен хушшинчи туслăх кунӗ.
Раççей Тинӗс-çар флочӗн кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 8-мӗш кун. Сăн-питре улшăнусем ту­ма, кун йӗркине, пӗлӗшсене улăштарма юрать.
Çак кун çуралнă: Арнольд Шварценеггер (1947).

Июль, 31
Хӗвел: тухать - 3.47, анать - 19.52, кун тăршшӗ - 16.05. Уйăх: тухать - 13.25, анать - 23.07.
Уйăх календарӗпе - 9-мӗш кун. Çул çинче, вут-çу­лăмпа, çивӗч япаласемпе асăр­ха­нул­лăрах пулмалла.
Çак кун çуралнă: Эдита Пьеха (1937), Леонид Якубович (1945), Вячеслав Оринов (1957).

Август, 1
Хӗвел: тухать - 3.49, анать - 19.50, кун тăршшӗ - 16.01. Уйăх: тухать - 14.31, анать - 23.34.
Пӗрремӗш тӗнче вăрçинче пуç хунă Раççей салтакӗсене асăнмалли кун.
Раççей Хӗç-пăшаллă Вăйӗсен Тылӗн кунӗ.
Пӗтӗм Раççейри инкассатор кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 10-мӗш кун. Хăвăр япăх пӗлекен çын­семпе чуна уçса калаçма тăх­тамалла.

Август, 2
Хӗвел: тухать - 3.51, анать - 19.48, кун тăршшӗ - 15.59. Уйăх: тухать - 15.34.
Раççей Сывлăш-десант çа­рӗ­­сен кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 11-мӗш кун. Пӗлӗве ӳстерме ăнăçлă тапхăр.

Август, 3
Хӗвел: тухать - 3.52, анать - 19.46, кун тăршшӗ - 15.56. Уйăх: тухать - 16.32, анать - 0.05.
Уйăх календарӗпе - 12-мӗш кун. Укçа-тенкӗ, юридици ыйтăвӗсенче йӗрке туни аван.

Август, 4
Хӗвел: тухать - 3.54, анать - 19.44, кун тăршшӗ - 15.52. Уйăх: тухать - 17.25, анать - 0.43.
Халăхсен хушшинчи сăра кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 13-мӗш кун. Ыр кăмăллăх ӗçӗсемпе аппаланма, çынсене пулăшма аван кун.
Çак кун çуралнă: Морис Як­лаш­кин (1947).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев