Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Кун хыççăн кун

Апрель, 1 Хӗвел: тухать - 5.15, анать - 18.21, кун тăршшӗ - 13.06. Уйăх: тухать - 7.49. Кулăш кунӗ. Халăхсен хушшинчи вӗçен кайăксен кунӗ. Уйăх календарӗпе - 6-мӗш кун. Хуть мӗнле ӗçе те кăмăла пăхса тумалла. Çак кун çуралнă: Владимир Познер (1934), Анатолий Смолин (1957 - 2012). Апрель, 2 Хӗвел:...

Апрель, 1
Хӗвел: тухать - 5.15, анать - 18.21, кун тăршшӗ - 13.06. Уйăх: тухать - 7.49.
Кулăш кунӗ.
Халăхсен хушшинчи вӗçен кайăксен кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 6-мӗш кун. Хуть мӗнле ӗçе те кăмăла пăхса тумалла.
Çак кун çуралнă: Владимир Познер (1934), Анатолий Смолин (1957 - 2012).

Апрель, 2
Хӗвел: тухать - 5.12, анать - 18.23, кун тăршшӗ - 13.11. Уйăх: тухать - 8.32, анать - 0.00.
Халăхсен хушшинчи ача-пăча кӗнекин кунӗ.
Беларуçпа Раççей халăхӗсен пӗрлӗхӗн кунӗ.
Раççейре геолог кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 7-мӗш кун. Тавракурăма ӳстерме, çӗн­нине вӗренме ăнăçлă кун.
Çак кун çуралнă: Николай Сванидзе (1955).

Апрель, 3
Хӗвел: тухать - 5.09, анать - 18.25, кун тăршшӗ - 13.16. Уйăх: тухать - 9.26, анать - 1.07.
Уйăх календарӗпе - 8-мӗш кун. Тӗрӗс шухăшлани пӗл­терӗшлӗ, унсăрăн чăннине ӗмӗт­­ленни вырăнне йышă­нас­си те инçе мар.
Çак кун çуралнă: Валентин Дикуль (1948), Владимир Носик (1948), Петр Сымкин (1937).

Апрель, 4
Хӗвел: тухать - 5.07, анать - 18.27, кун тăршшӗ - 13.20. Уйăх: тухать - 10.27, анать - 2.02.
Веб-мастер кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 9-мӗш кун. Пустуй сăмах ан парăр, ют çынсемшӗн яваплăх та хăвăр çине илмелле мар.
Çак кун çуралнă: Элина Быстрицкая (1928).

Апрель, 5
Хӗвел: тухать - 5.04, анать - 18.29, кун тăршшӗ - 13.25. Уйăх: тухать - 11.36, анать - 2.47.
Уйăх календарӗпе - 10-мӗш кун. Кирлӗ çынсемпе çы­хă­нусене çирӗплетмелле.

Апрель, 6
Хӗвел: тухать - 5.02, анать - 18.31, кун тăршшӗ - 13.29. Уйăх: тухать - 12.48, анать - 3.23.
Пӗтӗм тӗнчери сӗтел çи тен­нис кунӗ.
Раççей ШӖМӗн следстви ор­ганӗсен ӗçченӗсен кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 11-мӗш кун. Ӗçри партнерсемпе пӗр чӗлхе тупма ăнăçлă кун.
Çак кун çуралнă: Станислав Любшин (1933).

Апрель, 7
Хӗвел: тухать - 4.59, анать - 18.33, кун тăршшӗ - 13.34. Уйăх: тухать - 14.01, анать - 3.52.
Пӗтӗм тӗнчери сывлăх кунӗ.
Рунет çуралнă кун.
Пăлхавăшни.
Уйăх календарӗпе - 12-мӗш кун. Ку кун çывăх çынсене пулăшма, ыр кăмăллăх ӗçӗсем тума ăнăçлă.
Çак кун çуралнă: Валентина Матвиенко (1949), Джеки Чан (1954).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев