Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Кун хыççăн кун

Март, 4 Хӗвел: тухать - 6.27, анать - 17.25, кун тăршшӗ - 10.58. Уйăх: тухать - 9.13. Уйăх календарӗпе - 7-мӗш кун. Панă сăмаха тытмалла, шантарнине вăхăтра пурнăç­ламалла. Çак кун çуралнă: Борис Мои­сеев (1954), Вячеслав Ма­лафеев (1979). Март, 5 Хӗвел: тухать - 6.24, анать - 17.27, кун тăршшӗ - 11.03....

Март, 4
Хӗвел: тухать - 6.27, анать - 17.25, кун тăршшӗ - 10.58. Уйăх: тухать - 9.13.
Уйăх календарӗпе - 7-мӗш кун. Панă сăмаха тытмалла, шантарнине вăхăтра пурнăç­ламалла.
Çак кун çуралнă: Борис Мои­сеев (1954), Вячеслав Ма­лафеев (1979).

Март, 5
Хӗвел: тухать - 6.24, анать - 17.27, кун тăршшӗ - 11.03. Уйăх: тухать - 9.50, анать - 0.57.
Халăхсен хушшинчи ача-пăча телевиденийӗпе радиовещани кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 8-мӗш кун. Вăхăтлăха йывăрлăхсем çинчен манса чăннипех канса илмелле.
Çак кун çуралнă: Елена Яков­лева (1961), Зинаида Про­копьева (1947).

Март, 6
Хӗвел: тухать - 6.22, анать - 17.29, кун тăршшӗ - 11.07. Уйăх: тухать - 10.36, анать - 2.08.
Халăхсен хушшинчи шăл тухтăрӗн кунӗ.
Театр кассирӗн кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 9-мӗш кун. Документсемпе ӗçленӗ чух йăнăшасран асăрханмалла.
Çак кун çуралнă: Михаил Жванецкий (1934), Валентина Терешкова (1937).

Март, 7
Хӗвел: тухать - 6.19, анать - 17.31, кун тăршшӗ - 11.12. Уйăх: тухать - 11.32, анать - 3.11.
Уйăх календарӗпе - 10-мӗш кун. Ӗçри тата юратури çыхăнусене çирӗплетес шанăç пысăк.

Март, 8
Хӗвел: тухать - 6.17, анать - 17.33, кун тăршшӗ - 11.16. Уйăх: тухать - 12.35, анать - 4.03.
Халăхсен хушшинчи хӗрарăмсен кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 11-мӗш кун. Хăнасем йышăнма, юлташсемпе тӗл пулма, çывăх çынсемпе чуна уçса калаçма лайăх кун.
1932 - 85 çул каялла - «Чăваш Ен» Патшалăх телевиденипе радиовещани компанийӗ йӗр­келеннӗ.
Çак кун çуралнă: Алексей Мишин (1941).
Март, 9
Хӗвел: тухать - 6.14, анать - 17.35, кун тăршшӗ - 11.21. Уйăх: тухать - 13.46, анать - 4.45.
Пӗтӗм тӗнчери ди-джей кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 12-мӗш кун. Ку кун хастар пулмалла, ул­шăнусене хирӗç каймалла мар.
Çак кун çуралнă: Лариса Голубкина (1940).

Март, 10
Хӗвел: тухать - 6.12, анать - 17.37, кун тăршшӗ - 11.25. Уйăх: тухать - 15.00, анать - 5.20.
Раççейре архивсен кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 13-мӗш кун. Хăвăршăн хаклă çынпа мирлешме аван кун.
Çак кун çуралнă: Владимир Гостюхин (1946).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев