Сувар

Кун хыççăн кун

Март, 11 Хӗвел: тухать - 6.09, анать - 17.39, кун тăршшӗ - 11.30. Уйăх: тухать - 16.14, анать - 5.48. Раççей наркоконтроль ор­ганӗсен ӗçченӗн кунӗ. Раççейре харпăр хурал агентствисен ӗçченӗсен ку­нӗ. Уйăх календарӗпе - 14-мӗш кун. Хамăрăн йăнăшсене ăнланса илме пулăшакан кун. Март, 12 Хӗвел: тухать - 6.07, анать -...

Март, 11
Хӗвел: тухать - 6.09, анать - 17.39, кун тăршшӗ - 11.30. Уйăх: тухать - 16.14, анать - 5.48.
Раççей наркоконтроль ор­ганӗсен ӗçченӗн кунӗ.
Раççейре харпăр хурал агентствисен ӗçченӗсен ку­нӗ.
Уйăх календарӗпе - 14-мӗш кун. Хамăрăн йăнăшсене ăнланса илме пулăшакан кун.

Март, 12
Хӗвел: тухать - 6.07, анать - 17.41, кун тăршшӗ - 11.34. Уйăх: тухать - 17.28, анать - 6.12.
Халăхсен хушшинчи пла­нетарисен кунӗ.
Раççейре геодезипе кар­то­графи ӗçченӗсен кунӗ.
Раççейри ӗç тă­ва­кан уго­ловлă система ӗçченӗн кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 15-мӗш кун. Хăвăн вăйна çӗнӗ ӗçре тӗрӗслесе пăхма ăнăçлă кун.
Çак кун çуралнă: Зураб Со­ткилава (1937), Ирина Понаровская (1953).

Март, 13
Хӗвел: тухать - 6.04, анать - 17.43, кун тăршшӗ - 11.39. Уйăх: тухать - 18.40, анать - 6.33.
Уйăх календарӗпе - 16-мӗш кун. Ӗçпе çыхăннă ыйтусене татса панă чух пысăк тимлӗх кирлӗ.

Март, 14
Хӗвел: тухать - 6.02, анать - 17.45, кун тăршшӗ - 11.43. Уйăх: тухать - 19.51, анать - 6.53.
Халăхсен хушшинчи çыр­ма кунӗ.
Православи кӗнеки кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 17-мӗш кун. Ӗç тума пулăшакан çынсене илӗртме, пуçлăхсене хăвăн идейă­семпе интерес­лентерме ăнăçлă кун.
Çак кун çуралнă: Наина Ель­цина (1932).

Март, 15
Хӗвел: тухать - 5.59, анать - 17.47, кун тăршшӗ - 11.48. Уйăх: тухать - 21.00, анать - 7.14.
Пӗтӗм тӗнчери потре­бительсен прависене хӳтӗ­ле­мелли кун.
Уйăх календарӗпе - 18-мӗш кун. Документсемпе ӗçлеме, клиентсемпе пӗр чӗлхе тупма аван кун.
Март, 16
Хӗвел: тухать - 5.56, анать - 17.49, кун тăршшӗ - 11.53. Уйăх: тухать - 22.07, анать - 7.35.
Уйăх календарӗпе - 19-мӗш кун. Çывăх çынсен туйăмӗсене хаклама пӗлмелле.
Çак кун çуралнă: Сергей Юрский (1935).

Март, 17
Хӗвел: тухать - 5.54, анать - 17.51, кун тăршшӗ - 11.55. Уйăх: тухать - 23.13, анать - 7.58.
Пӗтӗм тӗнчери ыйхă кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 20-мӗш кун. Пысăк ыйтусене татса пама тăхтамалла - йăнăшасси пур.
Çак кун çуралнă: Дмитрий Астрахан (1957), Валентина Сурикова (1952).

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: