Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Паян ывăниччен ӗçлемелле мар

Муса Джалиль, Любовь Орлова хăçан çуралнине, Сретенипе Компьютерщик кунӗ хăçан пулнине пӗлес тесен Сирӗн çак материала вуламалла пулать. Февраль, 11 Хӗвел: тухать - 7.17, анать - 16.39, кун тăршшӗ -9.22. Уйăх тулать: тухать - 17.19, анать - 7.20. Раççейре спортăн хӗллехи тӗсӗсен кунӗ. Халăхсен хушшинчи нау­кă­­ри хӗрарăмсемпе хӗр ача­сен кунӗ....

Муса Джалиль, Любовь Орлова хăçан çуралнине, Сретенипе Компьютерщик кунӗ хăçан пулнине пӗлес тесен Сирӗн çак материала вуламалла пулать.

Февраль, 11
Хӗвел: тухать - 7.17, анать - 16.39, кун тăршшӗ -9.22. Уйăх тулать: тухать - 17.19, анать - 7.20.
Раççейре спортăн хӗллехи тӗсӗсен кунӗ.
Халăхсен хушшинчи нау­кă­­ри хӗрарăмсемпе хӗр ача­сен кунӗ.
Пӗтӗм тӗнчери чирлисен кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 16-мӗш кун. Теветкеллӗхпе çы­хăн­­нă ӗçсенче хăрушсăрлăх тех­никине çирӗп пăхăнмалла çак кун.
Çак кун çуралнă: Любовь Орлова (1902-1975).

Февраль, 12
Хӗвел: тухать - 7.15, анать - 16.41, кун тăршшӗ - 9.26. Уйăх: тухать - 18.34, анать - 7.47.
Халăхсен хушшинчи мă­шăрлану агентствисен кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 17-мӗш кун. Ывăниччен ӗçлемелле мар.

Февраль, 13
Хӗвел: тухать - 7.13, анать - 16.44, кун тăршшӗ - 9.31. Уйăх: тухать - 19.48, анать - 8.09.
Пӗтӗм тӗнчери радио кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 18-мӗш кун. Васкамалла мар, мӗн пулать те мӗн килет тесе «вакка сикмелле» мар.
Çак кун çуралнă: Татьяна Тарасова (1947), Максим Лео­нидов (1962).

Февраль, 14
Хӗвел: тухать - 7.11, анать - 16.46, кун тăршшӗ - 9.35. Уйăх: тухать - 20.59, анать - 8.30.
Юратакансен кунӗ - Çветтуй Валентин кунӗ.
Компьютерщик кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 19-мӗш кун. Хăвăр япăх пӗлекен çынсемпе нимле ӗçе те хут­шăнмалла мар.

Февраль, 15
Хӗвел: тухать - 7.08, анать - 16.48, кун тăршшӗ - 9.40. Уйăх: тухать - 22.09, анать - 8.50.
Тăван çӗршыв тулашӗнче салтак тивӗçне пурнăçланă Раççей çыннисене асăн­мал­ли кун.
Халăхсен хушшинчи ракпа чирлӗ ачасен кунӗ.
Сретени.
Уйăх календарӗпе - 20-мӗш кун. Яваплă хушусене пур­нăçлама, документсемпе ӗç­леме чăн лайăх кун мар.
Çак кун çуралнă: Муса Джалиль (1906-1944).

Февраль, 16
Хӗвел: тухать - 7.06, анать - 16.50, кун тăршшӗ - 9.44. Уйăх: тухать - 23.17, анать - 9.11.
Уйăх календарӗпе - 20-мӗш кун. Мӗнле лару-тăрăва лексен те никам майлă та пулмалла мар, хăвăрăн харпăр шухăш çине тăмалла.

Февраль, 17
Хӗвел: тухать - 7.04, анать - 16.52, кун тăршшӗ - 9.48. Уйăх: анать - 9.33.
Уйăх календарӗпе - 21-мӗш кун. Экспериментсем тума ăнăçлă кун.
Çак кун çуралнă: Вячеслав Малежик (1947).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев