Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Кун хыççăн кун

Февраль, 18 Хӗвел: тухать - 7.01, анать - 16.55, кун тăршшӗ - 9.54. Уйăх: тухать - 0.22, анать - 9.57. Пӗтӗм тӗнчери ти­нӗс­ри сӗтпе ӳстерекен чӗрчунсене хӳтӗлемелли кун. Раççей транспорт поли­цийӗн кунӗ. Уйăх календарӗпе - 22-мӗш кун. Савăнăçа вак-тӗвекре шырамалла. Çак кун çуралнă: Алек­сандр Барыкин (1952 - 2011), Аркадий Укупник...

Февраль, 18
Хӗвел: тухать - 7.01, анать - 16.55, кун тăршшӗ - 9.54. Уйăх: тухать - 0.22, анать - 9.57.
Пӗтӗм тӗнчери ти­нӗс­ри сӗтпе ӳстерекен чӗрчунсене хӳтӗлемелли кун.
Раççей транспорт поли­цийӗн кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 22-мӗш кун. Савăнăçа вак-тӗвекре шырамалла.
Çак кун çуралнă: Алек­сандр Барыкин (1952 - 2011), Аркадий Укупник (1953), Ирина Лобачева (1973), Евгений Кафельников (1974), Петӗр Ялгир (1922 - 2006).
Февраль, 19
Хӗвел: тухать - 6.59, анать - 16.57, кун тăршшӗ - 9.58. Уйăх: тухать - 1.27, анать - 10.25.
Уйăх календарӗпе - 23-мӗш кун. Кăткăс ӗçсене пуçламалла мар, пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса пама та ăнăçлă кун мар.
Çак кун çуралнă: Юрий Антонов (1945), Олег Митяев (1956), Витас (1979).

Февраль, 20
Хӗвел: тухать - 6.57, анать - 16.59, кун тăршшӗ - 10.02. Уйăх: тухать - 2.27, анать - 10.59.
Çăварни эрни.
Уйăх календарӗпе - 24-мӗш кун. Хуть мӗнле ӗçе те саккуна пăхăнса пурнăçламалла. Пулă­шу ыйтни чăрмантармӗ.
Çак кун çуралнă: Порфирий Афанасьев (1942).

Февраль, 21
Хӗвел: тухать - 6.54, анать - 17.01, кун тăршшӗ - 10.07. Уйăх: тухать - 3.25, анать - 11.40.
Халăхсен хушшинчи тăван чӗлхе кунӗ.
Пӗтӗм тӗнчери экскур­со­вод кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 25-мӗш кун. Пуçланă ӗçсене вӗç­лемелле. Пурнăçа тӗпрен улăштарма васкамалла мар.
Çак кун çуралнă: Вера Ален­това (1942), Николай Рас­торгуев (1957).

Февраль, 22
Хӗвел: тухать - 6.52, анать - 17.03, кун тăршшӗ - 10.11. Уйăх: тухать - 4.15, анать - 12.29.
Халăхсен хушшинчи прес­­тупленисенчен шар кур­­ни­сене тӗрев памалли кун.
Уйăх календарӗпе - 26-мӗш кун. Çынсемпе хутшăнма кăткăс кун. Пӗр-пӗрне ăнлан­маннипе хирӗçсе каясран асăр­ханмалла.
Çак кун çуралнă: Влас Ива­нов-Паймен (1907 - 1973).

Февраль, 23
Хӗвел: тухать - 6.49, анать - 17.05, кун тăршшӗ - 10.16. Уйăх: тухать - 5.00, анать - 13.27.
Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 27-мӗш кун. Уяв тума, çывăх çынсемпе чӗререн калаçса чуна йăпатма аван кун.

Февраль, 24
Хӗвел: тухать - 6.47, анать - 17.08, кун тăршшӗ - 10.21. Уйăх: тухать - 5.39, анать - 14.32.
Уйăх календарӗпе - 28-мӗш кун. Çӗнӗ ӗç пуçламалли кун мар. Васкамалла мар.
Çак кун çуралнă: Елена Соловей (1947).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев