Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Кун хыççăн кун

Декабрь, 24 Хӗвел: тухать - 8.13, анать - 15.14, кун тăршшӗ - 7.01. Уйăх: тухать - 2.41, анать - 13.01. Халăх календарӗпе - Ни­кон. Çак кун çуралнă: Дима Би­лан (35 çул). Декабрь, 25 Хӗвел: тухать - 8.13, анать - 15.14, кун тăршшӗ - 7.01. Уйăх: тухать - 3.47, анать -...

Декабрь, 24
Хӗвел: тухать - 8.13, анать - 15.14, кун тăршшӗ - 7.01. Уйăх: тухать - 2.41, анать - 13.01.
Халăх календарӗпе - Ни­кон.
Çак кун çуралнă: Дима Би­лан (35 çул).

Декабрь, 25
Хӗвел: тухать - 8.13, анать - 15.14, кун тăршшӗ - 7.01. Уйăх: тухать - 3.47, анать - 13.25.
Анăçри христиансен Раш­­­­­тавӗ.
Халăх календарӗпе - Спиридон. Хуллен кун вăрăм­ланма пуçлать. Çак кун хӗ­веллӗ-тӗк, сурхури вăхăчӗ те хӗвеллӗ пулать.
Çак кун çуралнă: Кон­стан­тин Кинчев, Людмила Семенова (55 çул).

Декабрь, 26
Хӗвел: тухать - 8.13, анать - 15.15, кун тăршшӗ - 7.02. Уйăх: тухать - 4.50, анать - 13.53.
Парнесен кунӗ.
Халăх календарӗпе - Ев­стратий. Çак кунран пуç­ласа 12 кун çан­талăка сăнамалла: кашни кун çулталăкăн пӗр уйăхӗ епле пуласса кăтартать. Ку кун çине пăхса январь мӗнле пулнине пӗлме пулать.
Çак кун çуралнă: Михаил Боярский.

Декабрь, 27
Хӗвел: тухать - 8.14, анать - 15.16, кун тăршшӗ - 7.03. Уйăх: тухать - 5.53, анать - 14.26.
Çăлавçă кунӗ.
Халăх календарӗпе - Фи­ли­мон. Çак кунхи çанталăка пăх­са февраль мӗнле пу­ласса пӗлеççӗ. Çавăн пекех Филимон кунӗ сивӗ пулсан çулла шăрăх пулать теççӗ.
Çак кун çуралнă: Николай Сличенко, Жерар Депардье.

Декабрь, 28
Хӗвел: тухать - 8.14, анать - 15.17, кун тăршшӗ - 7.03. Уйăх: тухать - 6.50, анать - 15.06.
Халăхсен хушшинчи ки­но кунӗ.
Халăх календарӗпе - Три­фон. Ку кун ытларах чух сивӗ пулать. Март мӗнле пуласса кăтартать.
Çак кун çуралнă: Алексей Леонтьев (60 çул).

Декабрь, 29
Хӗвел: тухать - 8.14, анать - 15.18, кун тăршшӗ - 7.04. Çӗнӗ уйăх (9 сехет те 54 минутран): тухать - 7.43, анать - 15.55.
Халăх календарӗпе - Агей. Ирхине шартлама сивӗ-тӗк, вăл Кăшарничченех тăма пултарать. Апрель уйăхӗнчи çанталăка кăтартакан кун.

Декабрь, 30
Хӗвел: тухать - 8.14, анать - 15.19, кун тăршшӗ - 7.06. Уйăх: тухать - 8.28, анать - 16.51.
Халăх календарӗпе - Данил. Йывăçсене пас тыт­ни - сур­хури вăхăчӗ ăшă пуласса. Çак кун мӗнле - май уйăхӗнче çанталăк çапла пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев