Сувар

Кун пекки юлашки 60 çулта пулман

Темиçе çул каялла çуллахи шăрăх кунсенче эпир ватти-вӗтти таранах, хирте чӗкӗнтӗр çумланине манман-ха. Симӗс кавир пек курăнакан чӗкӗнтӗр хирӗсен вӗçӗ-хӗрри те çук пек туйăнатчӗ ун чух. Паллах, тухăçӗ те пӗчӗк марччӗ пек. Анчах апла пулман иккен, ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ М.Ахметов çак кунсенче ТР Правительство çуртӗнче иртнӗ ларура пӗлтернӗ...

Темиçе çул каялла çуллахи шăрăх кунсенче эпир ватти-вӗтти таранах, хирте чӗкӗнтӗр çумланине манман-ха. Симӗс кавир пек курăнакан чӗкӗнтӗр хирӗсен вӗçӗ-хӗрри те çук пек туйăнатчӗ ун чух. Паллах, тухăçӗ те пӗчӗк марччӗ пек. Анчах апла пулман иккен, ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ М.Ахметов çак кунсенче ТР Правительство çуртӗнче иртнӗ ларура пӗлтернӗ тăрăх, кăçалхи пек 3 миллион тонна ытла сахăр чӗкӗнтӗрне пухса кӗртни юлашки 60 çулта та пулман иккен. Кăçал ял хуçалăхӗнчи пӗтӗмӗшле чӗртавар 260 миллиард тенкӗпе танлашнă. Кăçал тырпул та ăнса пулнă, пăрçаллă тата пӗрчӗллӗ культурăсем 8,3 миллион тонна пухса кӗртнӗ. Пӗр сăмахпа, 2017 çул ял хуçалăхӗшӗн ăнăçлă çул пулчӗ.

Республика халăхне чи кирлӗ апат-çимӗçпе тивӗçтересси те тивӗçлӗ шайра, çакна ял хуçалăх ярмăрккисем пурнăçлаççӗ. Министр сăмахӗсемпе, 2018 çулта ку ярмăрккăсене февраль уйăхӗнчен малалла тăсӗç.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: