Сувар

Курак йăва çавăрсан ăшăтать

Март уйăхӗнче кунпа çӗр тупăшаççӗ. Хӗвел кунран-кун çӳлелле хăпарса çӗре ăшăтать, юра ирӗлтерме пуçлать. Ваттисем сăнанинчен: Март уйăхӗнче çăвакан юр тикӗс выртсан - пахча çимӗç ăнса пулать. Час-часах тӗтре карсан - çулла çумăрлă килет. Аслати авăтсан та лайăх тухăç пуласса. Кураксем вӗçсе килсен тӳрех йăва çавăрма пуçларӗç-тӗк - ăшăтасса. Март...

Март уйăхӗнче кунпа çӗр тупăшаççӗ. Хӗвел кунран-кун çӳлелле хăпарса çӗре ăшăтать, юра ирӗлтерме пуçлать. Ваттисем сăнанинчен:

Март уйăхӗнче çăвакан юр тикӗс выртсан - пахча çимӗç ăнса пулать.
Час-часах тӗтре карсан - çулла çумăрлă килет.
Аслати авăтсан та лайăх тухăç пуласса.
Кураксем вӗçсе килсен тӳрех йăва çавăрма пуçларӗç-тӗк - ăшăтасса.
Март уйăхӗн 11-мӗшӗнче çур­кунне вăй илет.
Март уйăхӗн 12-мӗшӗнче тумла тумланине итлемелле. Вăйлă-тăк, ӗлӗк çула тухман - çуна йӗрӗ шанчăклă мар тенӗ.
Март уйăхӗн 13-мӗшӗнче хӗвеллӗ-тӗк - тухăç ăнса пулать, çумăр çусан - çулла йӗпе-сапа пуласса кӗтмелле.
Март уйăхӗн 14-мӗшӗ мӗнле - çулла та çапла пулать.
Март уйăхӗн 15-мӗшӗ çиллӗ-тӗк, çуркунне вăраха тăсăлать, курăк час шăтмасть.
Март уйăхӗн 16-мӗшӗнче тӳпере кăтра пӗлӗтсем шă­ваççӗ, çерçисем ушкăнпа вӗ­çеççӗ-тӗк - çуркунне çула тухнă, килме васкать.
Март уйăхӗн 17-мӗшӗнче курак йăва çавăрать-тӗк - ăшăтасса.
Март уйăхӗн 18-мӗшӗнче вăрлăх шӳтермелле.
Март уйăхӗн 19-мӗшӗнче пăр­чăкан вӗçсе килчӗ-тӗк - çуркунне ăшă пулать.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: