Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Нота пӗлмен хăш-пӗр чăваш эстрада артисчӗсен фонограммăпа юрлакан «тюнкки-тюнкки» юррисенчен йăлăхнă çынсене мӗн-тӗр çӗнни кирли сисӗнет

Мӗнех калăн, пултарать Фарида! Хăйӗн янравлă сассипе пӗтӗм зала чӳхесе кашни лараканăн чунӗнчи çитмӗл çичӗ хӗлӗхне перӗнмелле юрлать. Кӗввинче тутар мелизматики палăрсан та, сăмахӗсем чăн чăвашла, тарăн шухăшлă. Сцена çине лăпсăр-лапсăр е килпетсӗр кӗске те тăхăнса тухмасть. Сисӗнет - хисеплет вăл куракана. Хисеплет хăйӗн юррисен авторӗсене. Юрă сăмахӗсем камсен пулнине...

Мӗнех калăн, пултарать Фарида! Хăйӗн янравлă сассипе пӗтӗм зала чӳхесе кашни лараканăн чунӗнчи çитмӗл çичӗ хӗлӗхне перӗнмелле юрлать. Кӗввинче тутар мелизматики палăрсан та, сăмахӗсем чăн чăвашла, тарăн шухăшлă. Сцена çине лăпсăр-лапсăр е килпетсӗр кӗске те тăхăнса тухмасть. Сисӗнет - хисеплет вăл куракана. Хисеплет хăйӗн юррисен авторӗсене. Юрă сăмахӗсем камсен пулнине кашни юрă умӗнчех пӗлтерсен те, концерт вӗçӗнче: «Юрă сăмахӗсен авторӗсем Валерий Раштав, Василий Шихранов тата Альбина Юрату - ман ентешсем, патăрьелсем»,- тесе мăнаçлăн пӗтӗмлетни çакна çирӗплетрӗ кăна.

Нота пӗлмен хăш-пӗр чăваш эстрада артисчӗсен фонограммăпа юрлакан «тюнкки-тюнкки» юррисенчен йăлăхнă çынсене мӗн-тӗр çӗнни кирли сисӗнет. Фарида Файзуллинан концерчӗ вара Мартăн 8-мӗшӗ тӗлне чăн-чăн парне пулчӗ. Вăл аншалгпа иртнине шăпах чăн-чăн искусствăшăн халăх тунсăхланипе те çыхăнтармалла-тăр. Куракансем ăна кашни юрă хыççăн тăвăллăн алă çупса тав турӗç.

Фарида чăвашла юрларӗ кăна мар, пӗр такăнмасăр чăвашлах калаçрӗ те. Сăмах май, публика мӗнлине кура вăл репертуара чăвашлисӗр пуçне тутар, вырăс юррисене те кӗртнӗччӗ. Концерта ку илемлӗрех кăна турӗ. Çапах та палăртса хăварам, Фаридана эпир чăваш юрăçи тетпӗр пулсан та, вăл тутарах юлни кашни хусканăвӗнче палăрчӗ. Çапла пулмалла та. Анне сӗчӗпе сăрхăнса кӗнӗ чӗлхене чунсăр этем кăна мананçи тăвать.

Кам мӗнле пуль те, эпӗ ун çине пăхса пӗр савăнса, пӗр хурланса лартăм. Хулара кăна мар, ялсенче те тăван чӗлхерен писсе ачасене пикенсех вырăсла калаçтарса ӳстерме хăтланнă вăхăтра ытти халăх çыннисем пирӗн чӗлхепе калаçаççӗ, юрлаççӗ те. Ку кăна та мар, эстрада шайне çӗклеççӗ. Концерт хыççăн ун çинчен: «Фарида вăл - чăваш Толкунови», «Сăпайлăхӗпе чăн-чăн гейша» тенине илтме тиврӗ. Шел, чăвашсем пирки мар ку сăмахсем.

- Эх, Фаридан тата тепӗр виçӗ юррине итлесшӗнччӗ, - терӗ ман ӗçтешӗм те концерт вӗçленнипе ассăн сывласа. Мӗнех калăн, килӗшрӗ халăха концерт.

- Паллах, пăшăрхантăмăр халăх пуçтарăнӗ-ши тесе, çак ӗçре «Сувар» нумай пулăшрӗ, реклама турӗ, тав ăна. Халăха килнӗшӗн тав тăвас килет. Кашни концерт пирӗншӗн уяв, куракансемпе тӗл пулни хăйне пӗр телей. Лайăх кăмăлпа киле каятпăр. Чӗнсен тепре те килетпӗр,- терӗ Фарида хăй кун пирки.

Çапла чăн-чăн искусствăшăн чикӗ çук, вăл чуна хускатайрӗ-тӗк, мӗнле чӗлхепе янăрани пӗлтерӗшлех те мар. Иккӗленместӗп, Фарида çак миссие пурнăçларӗ, эппин, эпир унпа тата тӗл пулатпăрах.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев