Сувар

Лайăшра – трактор шоу!

Июлӗн 5-7-мӗшӗсенче Тутарстанăн ял хуçалăх наукăпа тӗпчев институчӗн Лайăш районӗнчи экспериментлă уй-хирӗнче «Пӗтӗм Раççейри хир кунӗсем - 2017» пысăк курав-кăтарту пулать. Унта Раççейӗн, ют çӗршывсен ял хуçалăхӗнче усă куракан чи çӗнӗ технологийӗсене, çӗр ӗçлемелли ятарлă техникисемпе оборудованийӗсене, çӗр ӗçӗнчи инновациллӗ мелӗсене кăтартаççӗ. 60 гектар ытла лаптăкра «Ӳсен-тăран ӗрчетесси», «АПКна инженерипе...

Июлӗн 5-7-мӗшӗсенче Тутарстанăн ял хуçалăх наукăпа тӗпчев институчӗн Лайăш районӗнчи экспериментлă уй-хирӗнче «Пӗтӗм Раççейри хир кунӗсем - 2017» пысăк курав-кăтарту пулать. Унта Раççейӗн, ют çӗршывсен ял хуçалăхӗнче усă куракан чи çӗнӗ технологийӗсене, çӗр ӗçлемелли ятарлă техникисемпе оборудованийӗсене, çӗр ӗçӗнчи инновациллӗ мелӗсене кăтартаççӗ.

60 гектар ытла лаптăкра «Ӳсен-тăран ӗрчетесси», «АПКна инженерипе техника тивӗçтерӗвӗ», «Выльăх ӗрчетесси» тата «Кампус» хăтлав лапамӗсене вырнаçтараççӗ.

Калăпăр, «Ӳсен-тăран ӳстересси» лапамра кӗрхи тата çурхи тырăсен çӗнӗ сорчӗсем мӗнле ӳснинех курма пулать. Вӗсене маларах ятарласа акса хунă. Кунтах ӳсен-тăран селекцийӗн вӗр-çӗнӗ технологийӗсемпе мелӗсемпе те паллаштараççӗ.

Хальхи йышши çӗнӗ техникăна вара «АПКна инженерипе техника тивӗçтерӗвӗ» лапамра курма пулать. Кунсăр пуçне ял хуçалăх техникипе ӗçлекен чи лайăх водительсен «Трактор шоу» ăмăртăвӗ те иртет.

«Выльăх-чӗрлӗх ӗречетесси» блок валли те 3200 тăваткал метрах уйăрнă. Кунта ăратлă выльăх, оборудовани, выльăх апачӗпе хушăмсем, ветеринари препарачӗсем тата çӗнӗ технологисем пулаççӗ.

«Кампус» лапам, çӗнӗ тырпур хирӗсемпе юнашар вырнаçать. Унта агропромышленноçăн çӗнӗ технологийӗсемпе АПКн тӗрлӗ направленийӗ валли çӗнӗ оборудованисене кăтартаççӗ.

2017 çулхи «Хир кунӗсен» çӗнӗлӗхӗ - «Робототехника». Унта Раççейри тата ют çӗршывсенчи вӗрентӳ заведенийӗсен студенчӗсемпе преподавателӗсем хăйсен çӗнӗ изобретенийӗсемпе паллаштараççӗ.

Çак курав вăхăтӗнче Раççей ял хуçалăхӗн аталанăвӗпе çыхăннă пленарлă сесси те иртет.

Мероприятисем çинчен тӗплӗнрех www.всероссийский-день-поля.рф. официаллă сайтра пӗлме пулать. «Хир кунӗсене» пырса курас текенсем http://xn-----dlcjdcsaibjsyfkpfqdac3wtc.xn--p1ai/reg_pos. сайтра электронлă майпа çырăнсан, вӗсене тӳлевсӗр билет параççӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: