Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ленинград облаçӗ пластик савăтран урăх çимест

Малашне администрацин мероприятийӗсенче пластик савăт-сапапа тата упаковкăпа усă курма чарнă...

Ленинград облаçӗн губернаторӗ Александр Дрозденко облаçăн культура енӗпе комитечӗн ырă тӗслӗхне шута илсе малашне администрацин мероприятийӗсенче пластик савăт-сапапа тата упаковкăпа усă курма пăрахма сӗннӗ. «Çӳп-çап енӗпе революциех мар-ха ку, çапах та экологи çине тиенекен нагрузкăна çăмăллатмалли лайăх мел. Регион администрацийӗ ӗçе чи малтан хăйӗнчен пуçлать», – тенӗ кун пирки губернатор. Пластик савăт-сапапа усă курма чарнисӗр пуçне пластик пакетсене те хут пакетсемпе улăштарма  хушнă вăл. Аса илтеретпӗр Ленинград облаçӗн культура енӗпе комитечӗ регионти массăллă культура мероприятийӗсенче пластик упаковкăсемпе тата савăт-сапапа усă курма чарнă, тесе пӗлтерет РИА-Новости.

Вăт ку лайăх тӗслӗх, пластик упаковкăсемпе хăрушла нумай усă курса çутçанталăка варалас проблема çулран-çул ӳссе кăна пырать. Тульккăш ăна татса парас çул-йӗре пӗр регион пластик савăт-сапапа, полиэтилен упаковкăсемпе усă курма пăрахассинче курать пулсан, тепри, Тутарстан пекки, халăх пурăнакан çурт-йӗрсем çумӗнче çӳп-çап çунтармалли завод лартнинче курать. Пурăннă вӗт-ха эпир хальччен пластик савăт-сапасăр, кашни вафля-печени касăкне полиэтиленпа чӗркемесӗрех. Халӗ вара производитель мӗншӗн халăха çав териех «тирпейлӗ» тума тăрăшать?

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество