Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

М.Ахметов: «Кăçал çăкăрлă çул

(Ирина Трифонова) Республикăра тата 300 пин гектар çинчи тырпула пуçтарса илмелли юлнă. Кун пирки ТР Патшалăх Канашӗн экологипе, çутçанталăкпа усă курассипе, агропромышленнăçпа апат-çимӗç политикин комитечӗпе «2013-2020 çулсенче Тутарстанра ял хуçалăх аталанăвӗпе ял хуçалăх продукцийӗпе чӗр таварсен рынокне йӗркелесе пырасси» патшалăх программин пурнăçланăвне тӗрӗслесе тăракан комиссин пӗрлехи ларăвӗнче ТР ял хуçалăх...

(Ирина Трифонова) Республикăра тата 300 пин гектар çинчи тырпула пуçтарса илмелли юлнă. Кун пирки ТР Патшалăх Канашӗн экологипе, çутçанталăкпа усă курассипе, агропромышленнăçпа апат-çимӗç политикин комитечӗпе «2013-2020 çулсенче Тутарстанра ял хуçалăх аталанăвӗпе ял хуçалăх продукцийӗпе чӗр таварсен рынокне йӗркелесе пырасси» патшалăх программин пурнăçланăвне тӗрӗслесе тăракан комиссин пӗрлехи ларăвӗнче ТР ял хуçалăх министрӗ Марат Ахметов пӗлтернӗ.

Министр аса илтернӗ тăрăх, вырма ӗçӗсене республикăра августăн 10-мӗшӗнче пуçланă. «Иртнӗ çул август уйăхӗнчех тухăçа пуçтарса кӗртнӗччӗ. Кăçал каярах юлтăмăр. Çапах çăкăр тулăх пирӗн. Августăн 21-мӗшӗччен 4 миллион тӗш-тырă çапса илтӗмӗр. 3 пин комбайн кунне 165, 170, 180 пин тонна пуçтаратчӗ. Нагрузка, чăнах та пысăк ӗнтӗ», - тенӗ Марат Ахметов.

Вице-премьер сăмахӗсемпе, сентябрьте пурӗ те 200 пин тонна кăна пуçтарса кӗртейнӗ, йăлтах чарăна пӗлми çумăра пула.

Тутарстан аграрийӗсене пуян тухăç, паллах, савăнтарать, тепӗр енчен шухăшлаттарать те. Ăçта хурса пӗтермелле ăна? Республикăна хăйне 3,5 миллион тонна мăй таран, ыттине сутас пулать. Хальлӗхе туянакансем çук-ха, Атăлçи тăрăхӗнчи регионсенче ку енӗпе дефицит çук.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев