Март уйăхӗ сивӗ пулать
Çурхи хӗвел хытăрах пăхма тытăнсанах тепӗр ыйту тухать - ейӳ. Çуллен унăн малтанхи прогнозне хатӗрлеççӗ. Паллах, ку ыйтура вак-тӗвек пулма пултараймасть. Кăçал та пирвайхи прогноз хатӗр. Енчен те ейӳ вăйлă сарăлас пулсан республикăри 42 районти 220 яла (социаллă пӗлтерӗшлӗ 48 çурта, 55 автоçул участокне, 36 кӗпере) шыв илес хăрушлăх пур....
Çурхи хӗвел хытăрах пăхма тытăнсанах тепӗр ыйту тухать - ейӳ. Çуллен унăн малтанхи прогнозне хатӗрлеççӗ. Паллах, ку ыйтура вак-тӗвек пулма пултараймасть. Кăçал та пирвайхи прогноз хатӗр. Енчен те ейӳ вăйлă сарăлас пулсан республикăри 42 районти 220 яла (социаллă пӗлтерӗшлӗ 48 çурта, 55 автоçул участокне, 36 кӗпере) шыв илес хăрушлăх пур. Çапах та шыв хăпарса инфраструктурăран уйăракан пӗр ял та çук республикăра. Çаплах чукун çул участокӗсем, наркăмăшлă химикат склачӗсем, промышленность каяшӗсене пуçтаракан, шыв уçлакан вырăнсем тата выльăх масарӗсем те шыв çулӗ çинче мар.
Ейӳ вăйлă сарăлас пулсан çав вырăнсенчен эвакуацилекен çынсене вăхăтлăха вырнаçтармалли 149 вырăн халех хатӗрлесе хунă. Çак вăхăтра çынсене хӳтӗлемелли мероприятисем йӗркелесси пирки ТР Министрсен Кабинечӗ февралӗн 2-мӗшӗнче постановлени те йышăннă ӗнтӗ.
Тепӗр хут аса илтеретпӗр, ку прогноз ейӳ вăйлă сарăлас пулсан кăна тӳрӗ килӗ. Гидрологи лару-тăрăвне 28 гидрологин стационар посчӗ тата 98 МСЧ вăхăтлăх посчӗ сăнасах тăрӗ, ятарлă 5 вертолет разведка тăвӗ.
Синоптиксен прогнозӗ тăрăх, март уйăхӗнчи çанталăк питех савăнтармасть, вăхăт-вăхăтпа февраль уйăхне те аса илтерет. Апрель вара хӗвеллӗ те ăшă пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
22 января 2021 - 13:20Пӗр тумламне те ӗҫмен «Татнефтьри» пӗтӗмӗшле стаж 41 çул пухăнать. Профсоюзра нумай çул ӗçленӗ пӗр çын курайманнипе мана «Ӗç ветеранӗ» ят лекмерӗ.1300
-
22 января 2021 - 13:13Полицейскисем йӑнӑш тӑвасран асӑрхаттараҫҫӗ Манмалла мар, ҫул ҫитмен ачасем санкциленмен мероприятисенче хутшӑннӑшӑн вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене явап тыттараҫҫӗ1400
-
22 января 2021 - 09:33Зиля Валеева ҫивӗч ыйтусене Общество палатинче сӳтсе явмалла тет Ман ҫамрӑк ачасене хӑйсен пуҫӗсемпе шухӑшлаттарас килет. Провокаторсем сахалӑн мар.3300
-
21 января 2021 - 18:45Тутарстан Президенчӗ хуласене юртан хӑвӑртрах тасатма хушнӑ Влаҫ вертикалӗн ҫитменлӗхӗсенчен пӗри – пуҫлӑх хушмасӑр нукерсем йӑшӑлтатма пуҫламаҫҫӗ8300
-
18 ноября 2020 - 12:44Ҫул-йӗр ҫинчен
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
15 января 2021 - 13:58Михаил Иванович ТРОФИМОВА 80 çул тултарнă ятпа хӗрӳллӗн саламлатпăр!Утас çулу такăр пултăр, сӗтелӳ çăкăр-тăвартан ан татăлтăр7100
-
15 января 2021 - 13:52Чи хаклă мул – анне пурри!Юратнă аннене, кукамая, асаннене, мăн кукамая сумлă юбилей ячӗпе хӗрӳллӗн саламлатпăр. Çирӗп сывлăх, иксӗлми телейпе вăй-хал, вăрăм кун-çул сунатпăр.6500
-
16 декабря 2020 - 11:00"Сувар" пики-2021" конкурсӑн условийӗсемВидеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ40700
-
28 мая 2018 - 16:38Хăвăрт та, ансат та Çӗнӗ çултан «Сувар» хаçатри саламсене эпир интернетри сайтра та пичетлеме пуçларăмăр. Саламне çырса пирӗн suvar@mail.ru электронлă почта çине ярса памалла. Тӳлеме те питӗ ансат. Çакна смартфонри «Сбербанк-онлайн» приложени урлă тума тата йӳнерех те.109500
-
19 января 2021 - 10:58Лениногорскри чӑвашсем Пушкӑртстанра мала тухнӑ Экспертсем лайӑххисен шутне Лениногорскри Геннадий Садовников ертсе пыракан "Шурӑ хурӑн" ансамбле те кӗртнӗ24100
-
19 января 2021 - 20:29Православи календарӗ - 2021 Январӗн 19-мӗшӗ – Хăва тӗмӗнче Турă курăнни. Иисус Христос шыва кӗнӗ кун – Кăшарни15200
-
19 января 2021 - 21:20Вакцина тӳрех ӗҫе кайса пырать Пӗр кун хушшинче Тутарстанра пине яхӑн ҫынна коронавирусран прививка тунӑ13700
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика