Сувар

Март уйăхӗнче хӗлле-тӗк, сентябрьте çулла

(Ирина Кузьмина).Тутар ял хуçалăх наукăпа тӗпчев институчӗн наука сотрудникӗсем кăçал çулла типӗ те шăрăх çанталăк тăрасса шантараççӗ, тесе пӗлтерет news.mail.ru сайт. Анчах та 2010 çулхи пек аномальлӗ пулмасть-мӗн вăл, 2016 çулхине аса илтерӗ. Чи шăрăх кунсенче 34-35 градусран иртмӗ. Танлаштарма: 2016 çулта - 31-32, 2010 çулта - 40. Институтăн аслă...

(Ирина Кузьмина).Тутар ял хуçалăх наукăпа тӗпчев институчӗн наука сотрудникӗсем кăçал çулла типӗ те шăрăх çанталăк тăрасса шантараççӗ, тесе пӗлтерет news.mail.ru сайт. Анчах та 2010 çулхи пек аномальлӗ пулмасть-мӗн вăл, 2016 çулхине аса илтерӗ. Чи шăрăх кунсенче 34-35 градусран иртмӗ. Танлаштарма: 2016 çулта - 31-32, 2010 çулта - 40. Институтăн аслă сотрудникӗн Олег Шайтановăн прогнозӗпе, шăрăш кунсем апрельтех пуçланмалла. Май, июнь, июль уйăхӗнче малалла тăсăлӗ. Чи шăрăх кунсем августпа сентябре тӳр килӗç.

О.Шайтанов сăмахӗсемпе, çулла çумăр питех çумасть. Чăн та, апрель уйăхӗ иртмесӗр кун пирки калама иртерех-ха, мӗншӗн тесен çанталăк çак уйăхран нумай килет. Енчен те апрельте çумăр çумасан, майпа июнь уйăхӗсенче те çумăр çăвасса кӗтмелле мар.

Кунсăр пуçне çулла пăр, витрелетсе тăкакан çумăрсăр, вăйлă аслатисӗр те иртмест.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: