Сувар

Масар тума 262 тенкӗ!!!

(Ирина Трифонова) Тӗлӗнсе каймалла! Нивушлӗ масар тума çавăн чухлӗ укçа кирлӗ. Вӗрентӳ учрежденийӗсене тӗпрен юсама е çӗннине тума та ун чухлӗ укçа уйăрмаççӗ. Кунта вара масар тума лашлаттарса панă. Масара ăна мӗн: картапа тытмалла та, умне асфальт площадка сармалла. Урăх тăкак çук. Тутарстан Республикин Тӗп инвестиципе строительство управленийӗ Пӗтреç районӗнче...

(Ирина Трифонова) Тӗлӗнсе каймалла! Нивушлӗ масар тума çавăн чухлӗ укçа кирлӗ. Вӗрентӳ учрежденийӗсене тӗпрен юсама е çӗннине тума та ун чухлӗ укçа уйăрмаççӗ. Кунта вара масар тума лашлаттарса панă. Масара ăна мӗн: картапа тытмалла та, умне асфальт площадка сармалла. Урăх тăкак çук. Тутарстан Республикин Тӗп инвестиципе строительство управленийӗ Пӗтреç районӗнче некрополь тума 262 миллион тенкӗ уйăрнă. Кун пирки патшалăх туянăвӗсен порталӗнче пӗлтернӗ. Конкурсăн техника заданийӗсемпе килӗшӳллӗн, комплекс икӗ обществăлла масарсенчен тăрӗ. Вӗсем патне çитме çул сараççӗ тата парковка площадкине тăваççӗ. Финансировани калăпăшне шута илсен, ку чи чаплă масар пулса тăмалла.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: