Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Матчсене кӗмелли йӗркене аса илтерчӗç

Конфедерацисен Кубокӗ вăхăтӗнче Хусанти «Казань-Арена» стадионра тата виçӗ вăйă иртет. Июнӗн 22-мӗшӗнче Германипе Чили, 24-мӗшӗнче Раççейпе Мексика сборнăйӗсем выляççӗ, 28-мӗшӗнче - çурма финал. Аса илтеретпӗр, матчсене телевизорпа кăна мар, хуть кам та стадиона кайсах курма пултарать. Болельщик паспортне кăна илмелле. Кун валли fan-id.ru сайтра паспорт даннăйӗсене çырса анкета тултармалла, хăвăрăн...

Конфедерацисен Кубокӗ вăхăтӗнче Хусанти «Казань-Арена» стадионра тата виçӗ вăйă иртет. Июнӗн 22-мӗшӗнче Германипе Чили, 24-мӗшӗнче Раççейпе Мексика сборнăйӗсем выляççӗ, 28-мӗшӗнче - çурма финал.

Аса илтеретпӗр, матчсене телевизорпа кăна мар, хуть кам та стадиона кайсах курма пултарать. Болельщик паспортне кăна илмелле. Кун валли fan-id.ru сайтра паспорт даннăйӗсене çырса анкета тултармалла, хăвăрăн сăнӳкерчӗке вырнаçтармалла. Унтан Fan ID паспорта электроннăй почтăр çинех ярса парӗç. Болельщиксен паспортне Хусанти Бауман урамӗнчи «Родина» кинотеатрти, Четаев урамӗнчи 10-мӗш çуртри центрсенче параççӗ.

Аса илтеретпӗр, матч кунӗсенче «Казань-Арена» стадион патӗнчи виççӗмӗш транспорт дамбине машинăсене кӗртмеççӗ. Кунта «юлашки миля» правило ӗçлет. Урăхла калсан, территорие аккредитаци иртнӗ транспортсем кăна кӗрееççӗ. Анчах та стадион çывăхӗнче пурăнакансене ку правило пырса тивмест.

Июнӗн 22, 24, 28-мӗшӗсенче стадион çывăхӗнчи тăхăр урама хупаççӗ. Çавсен саккăрăшӗнче çăмăл машинăсене, 14-шӗнче тиевлӗ машинăсене парковкăна ларттармаççӗ. Каçхине «юлашки миля» правило пӗтсен, «Казань-Арена» стадион патӗнчен иртекен обществăлла транспорт яланхи режимпа ӗçлет.

Июнӗн 24-мӗшӗнче обществăлла транспорт çӗрле çурçӗрччен , 22 тата 28-мӗшӗсенче ирхине 3 сехетчен çӳрет. Çак кунсенче тата TS-1 хушма автобуссем те пулаççӗ. Ку автобуссем матч хыççăн икӗ сехет иртиччен çӳреççӗ. Матча кӗмелли билета тата Болельщик паспортне кăтартсан обществăлла транспорт çине тӳлевсӗр пулать.

Матч кунӗсенче «Хусан-1», «Хусан-2» чугун çул вокзалӗсен çывăхӗнче те парковкăсем ӗçлемеççӗ, 250 лавккапа 5 обществăлла апатлану заведенийӗнче алкогольлӗ продукци сутмаççӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев