Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Майăн 9-мӗшӗнче метро тăтăшрах çӳрет

Майăн 9-мӗшӗнче иртекен «Вилӗмсӗр полк» акци хыççăн та, вăхăтӗнче те хусансене обществăлла транспорт енчен йывăрлăхсем пулмаççӗ. Пӗлтӗр çанталăка пула çынсем «Вилӗмсӗр полк» акци хыççăн Хусанăн 1000 çуллăхӗ тӳремре иртекен уяв концертне пăхайман, килелле саланнă. Çавна кура транспорт енчен хăш-пӗр йывăрлăхсем палăрнă. Хусан Ӗçтăвкомӗ пӗлтӗрхи çитменлӗхсене шута илсе обществăлла транспорт мӗнле...

Майăн 9-мӗшӗнче иртекен «Вилӗмсӗр полк» акци хыççăн та, вăхăтӗнче те хусансене обществăлла транспорт енчен йывăрлăхсем пулмаççӗ. Пӗлтӗр çанталăка пула çынсем «Вилӗмсӗр полк» акци хыççăн Хусанăн 1000 çуллăхӗ тӳремре иртекен уяв концертне пăхайман, килелле саланнă. Çавна кура транспорт енчен хăш-пӗр йывăрлăхсем палăрнă. Хусан Ӗçтăвкомӗ пӗлтӗрхи çитменлӗхсене шута илсе обществăлла транспорт мӗнле çӳрессине халех палăртса хунă. Тӗслӗхрен, К.Маркс урамӗпе çӳренӗ автобуссем Горький урамӗпе кайӗç. Ленин дамби те харпăр транспорт валли хупăнӗ. Çав вăхăтра кӗпер çинчи пӗр юхăм кăна ӗçлӗ. Унта Мускав, Авиастроительнăй районӗсем еннелле каякан автобуссене кăна кӗртӗç. Кӗперӗн Кремль еннелле каякан çул юхăмӗ Козья Слобода метро станцийӗ еннелле çуран утакансем валли пулӗ. Хула центрӗ еннелле каякан автобусем вара пассажирсене «Пирамида» кану центрӗ, Левобулачная урамӗ тӗлӗнче кӗтӗç.

Хальхинче метрона анма та пӗлтӗрхи пек пысăк черет пулмӗ. Хусан метрополитенӗн поезчӗсем тăтăшрах çӳрӗç, кунсăр пуçне вакунсен шутне те ӳстерӗç.

Массăллă мероприятисемпе çыхăннă хăрушсăрлăх мерисем пирки тутарстансене асăрхаттарма та кирлӗ мар пуль, мӗншӗн тесен кун пек мероприятисем пирӗншӗн çӗнӗлӗх мар. Çапах та тепӗр хут аса илтерни пăсмӗ: «Вилӗмсӗр полк» акцие хутшăнакансен пухăнакан вырăна маларах çитме тăрăшмалла, мӗншӗн тесен кунта кашнине йӗрке хуралçисем тӗрӗслесе кӗртеççӗ. Çавăнпа хăвăрпа касакан, шăтаракан япаласем, кӗленче савăтсем тата ытти пулмалла мар. Çанталăк енчен кăна савăнмаллиех çукрах. Çавăнпа йӗркелӳçӗсем пурне те çанталăка кура тăхнма тата меллӗ пушмак суйлама сӗнеççӗ. (Сăнӳкерчӗк k-metro.ruz.net сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев