Сувар

МЧС хыпарлать

Статистика кăтартнă тăрăх, пушар тухас хăрушлăх декабрь тата январь уйăхӗсенче уйрăмах пысăк. Тӗслӗхрен, 2015 çулхи декабрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа 2016 çулхи январӗн 31-мӗшӗччен кăна республикăра пурӗ 571 пушар тухнă, вӗсенче 36 çын çунса вилнӗ. Çӗнӗ çул праçникӗсем вăхăтӗнче вутпа асăрханусăр пулнипе тухнă пушарсенче çынсем ушкăнпа вилес хăрушлăх пысăккине уйрăмах палăртать ТР...

Статистика кăтартнă тăрăх, пушар тухас хăрушлăх декабрь тата январь уйăхӗсенче уйрăмах пысăк. Тӗслӗхрен, 2015 çулхи декабрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа 2016 çулхи январӗн 31-мӗшӗччен кăна республикăра пурӗ 571 пушар тухнă, вӗсенче 36 çын çунса вилнӗ. Çӗнӗ çул праçникӗсем вăхăтӗнче вутпа асăрханусăр пулнипе тухнă пушарсенче çынсем ушкăнпа вилес хăрушлăх пысăккине уйрăмах палăртать ТР МЧСӗ.
Çӗнӗ çул праçникӗ вăхăтӗнче пиротехника хатӗрӗсемпе, пахалăхсăр гирляндăсемпе усă курни трагедипе вӗçленнӗ тӗслӗхсем сахал мар республикăра. Халăх пахалăхсăр тавар туяннипе çыхăннă ку. Иртнӗ çӗнӗ çул праçникӗсенче рес­публикăра çак сăлтавпа 9 çын шар курнă. Пиротехника хатӗрӗсене тӗрӗс упраманни, тӗрӗс усă курманни те ырри патне илсе çитермест.
Инкексен тепӗр сăлтавӗ - суту-илӳ комплексӗсене, çуртсене, уйрăмах заправка çурчӗсене, гирляндăсемпе илемлетнӗ чух пушар хăрушсăрлăхӗн правилисене пăхăнманни. Ку вара тата пысăкрах инкек патне илсе çитерес хăрушлăх пысăк. Шăпах çак сăлтавсене пула ТР Министрсен Кабинечӗ декабрӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа январӗн 10-мӗшӗччен республика территорийӗнче пушара хирӗç ятарлă режим пулнине пӗлтерет.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: