Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Мечӗк тапма пӗлекене юратать

«Сбербанк» пуçарнипе иртекен «Чеканка челлендж» флешмобра 6-мӗш вырăн йышăннă чăваш каччи Илья Ефремов Англипе Хорвати сборнăйӗсен матчне билет çӗнсе илнӗ.

Чăвашсем лайăх футболистсем пулнине пӗлтӗмӗр ӗнтӗ ку Тӗнче чемпионатӗнче. Ăна курма мечӗке лайăх пăхăнтаракансем те пултараççӗ иккен. Калăпăр, «Сбербанк» пуçарнипе иртекен «Чеканка челлендж» флешмоб пулăшнипе. Мечӗке çӗре ӳкермесӗр çӳлелле тапса тăрасси Раççейри çамрăксен хушшинче чи анлă сарăлнă вăйăсенчен пӗри. Унпа аслисем те аппаланаççӗ. «Чеканка челлендж» мобильлӗ приложение телефон çине вырнаçтарса мечӗке туптанине ӳкерсе илмелле те ярса памалла. Ятарлă комисси миçе хут тапнине хисеплет те çӗнтерекенсене парнесем парать. Мала тухнă 25 çынна чемпионат вăййине курма билет параççӗ, ыттисене тӗрлӗрен парнесем, сувенирсем.

Хорватипе Англи сборнăйӗсен матчне Мускавра пурăнакан чăваш каччи Илья Ефремов Петербургри стадионра курма пултарчӗ. Вăл мечӗке ӳкермесӗр 58 минут хушшинче 6543 хут туптапса «Чеканка челлендж» конкурсӗнче 6-мӗш вырăн йышăннă. Ăна 14-мӗш рете 2 билет панă, пӗри 480 доллар (30 пин тенке яхăн) тăрать.

Сăмах май, Илья пӗлтӗр Конфедераци кубокӗнче Хусанта Португалипе Мексика вылянине те курма килнӗччӗ.


 


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чемпионат мира по футболу