Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Медаль йӳнӗ пулмасть

Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов республикăн спортсменӗсемпе тренерӗсене тӗнче, Раççей шайӗнчи ăмăртусене хатӗрленнӗ тапхăрта çӗнӗ патшалăх пулăшăвӗ парасси çинчен пӗлтернӗ. Вӗсенчен пӗри - спортри çитӗнӳсемшӗн пӗр хутчен парăнакан преми суммине ӳстересси. Çапла вара спортсмена Олимп, Паралимп, Сурдлимп вăййисенче çӗнсе илнӗ ылтăн медальшӗн - 4, кӗмӗлшӗн - 2,5, бронзăшăн 1,7 миллионшар; Тӗнче...

Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов республикăн спортсменӗсемпе тренерӗсене тӗнче, Раççей шайӗнчи ăмăртусене хатӗрленнӗ тапхăрта çӗнӗ патшалăх пулăшăвӗ парасси çинчен пӗлтернӗ.

Вӗсенчен пӗри - спортри çитӗнӳсемшӗн пӗр хутчен парăнакан преми суммине ӳстересси. Çапла вара спортсмена Олимп, Паралимп, Сурдлимп вăййисенче çӗнсе илнӗ ылтăн медальшӗн - 4, кӗмӗлшӗн - 2,5, бронзăшăн 1,7 миллионшар; Тӗнче чемпионатӗнче I, II, III вырăнсемшӗн - 150, 90, 60 ; Европа чемпионатӗнче I, II, III вырăна тухнăшăн - 70, 50, 30; Раççей чемпионатӗнче I, II, III вырăнсемшӗн 12,10 тата 6 пиншер тенкӗ параççӗ.

Чемпионсене ӳстернӗ тренерсене паракан премисен сумми те сисӗнмеллех ӳсет. Вӗсене воспитанникӗ тивӗçнӗ премийӗн çурри чухлӗ укçа парӗç. Калăпăр, Олимп вăййисенче ылтăн çӗнсе илнӗ спортсмена пӗр хутчен 4 миллион параççӗ-тӗк,унăн тренерне 2 миллион.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев