Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Медучрежденисене – машинасем

Кăçал кăна республикăри васкавлă пулăшу службине 60 машина панă, вӗсенчен 33-шне шăпах Çӗнӗ çул умӗн. Çак хаваслă мероприяти декабрӗн 27-мӗшӗнче Республика клиника больницин картишӗнче пулчӗ. 14 васкавлă пулăшу машини, 19 Lada çăмăл машина тата 2 реа­нимобиль (пӗри Республика клиника больницине, тепри Çырчаллинчи экстреннăй медицина пулăшăвӗн центрне) ăсанчӗç. Çӗнӗ машина уççисене...

Кăçал кăна республикăри васкавлă пулăшу службине 60 машина панă, вӗсенчен 33-шне шăпах Çӗнӗ çул умӗн. Çак хаваслă мероприяти декабрӗн 27-мӗшӗнче Республика клиника больницин картишӗнче пулчӗ. 14 васкавлă пулăшу машини, 19 Lada çăмăл машина тата 2 реа­нимобиль (пӗри Республика клиника больницине, тепри Çырчаллинчи экстреннăй медицина пулăшăвӗн центрне) ăсанчӗç.
Çӗнӗ машина уççисене ТР Президенчӗн социаллă ыйтусемпе çумӗ Л.Фазлеева, Рос­здравнадзорăн Тутарстанри уп­рав­ленийӗн ертӳçи Р.Сафиуллин, ТР Сывлăх сыхлав минис­трӗ А.Вафин пачӗç.
ТР Сывлăх сыхлав минис­трӗ Адель Вафин сăмахӗсем тăрăх, кăçалхи çул медицина ӗçченӗсемшӗн çăмăлах килмен, апла пулин те çынсем вилесси чакнă. Çакă чи малтан васкавлă медицина пулăшăвӗн службин тивӗçӗ. Çавăнпа машинăсене малашне те лайăх çӳреме, медицина ӗçченӗсене тăрăшса ӗçлеме сунчӗ министр.
Сăмах май, асăннă машинăсене федераллă укçапа туяннă, васкавлă пулăшу службин автопаркӗ çитес çул та çӗнӗ машинăсемпе çӗнелӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев