Сувар

Метрон иккӗмӗш юппине пуçăнаççӗ

Хусан метрополитенӗн иккӗмӗш юппин строительстви кăçалхи февраль уйăхӗнчен тытăнать, пӗлтерет ТР Строительство министерствин пресс-служби. Вăл «Мега» суту-илӳ центрӗнчен пуçланмалла. «Мега» темиçе çул каяллах метро строительствине 1 миллиард тенкӗ хывас сӗнӳпе тухнă, анчах унăн условийӗпе метро суту-илӳ комплексӗн çумӗпе иртмелле. Пӗрремӗш тапхăрта тăватă станци тума палăртнă, метро пайӗн вăрăмăшӗ 20 километрпа...

Хусан метрополитенӗн иккӗмӗш юппин строительстви кăçалхи февраль уйăхӗнчен тытăнать, пӗлтерет ТР Строительство министерствин пресс-служби. Вăл «Мега» суту-илӳ центрӗнчен пуçланмалла. «Мега» темиçе çул каяллах метро строительствине 1 миллиард тенкӗ хывас сӗнӳпе тухнă, анчах унăн условийӗпе метро суту-илӳ комплексӗн çумӗпе иртмелле. Пӗрремӗш тапхăрта тăватă станци тума палăртнă, метро пайӗн вăрăмăшӗ 20 километрпа танлашӗ, юлашки станци Восстани разъезчӗ тӗлӗнче пулӗ. ТР Президенчӗ Рустам Минниханов сӗнӗве ырласа йышăннă, хальхи вăхăтра документсем хатӗрлессипе ӗçсем пыраççӗ. (Сăнӳкерчӗк k-metro.ruz.net сайтран).

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: