Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Министр та пур ыйтăва хуравлаймасть

(Ирина Трифонова) Паян «Татар-информ» ИАра ТР Сывлăх сыхлав министрӗпе Адель Вафинпа пресс-конференци пулчӗ. Министр журналистсемпе Тутарстанри поликлиникăсемпе çыхăннă модернизаци программи еплерех пурнăçланса пынипе паллаштарма килнӗ. Тӳрех каламалла, калаçу хӗрӳ пулчӗ, ыйтусем лартнă тема чиккинчен тухса кайрӗç. Медицинăпа çыхăннă ыйтусем хуть хăçан та нумай. Общественность нумай енӗпе кăмăлсăр, чылай çӗнӗлӗхсене ăнланса...

(Ирина Трифонова) Паян «Татар-информ» ИАра ТР Сывлăх сыхлав министрӗпе Адель Вафинпа пресс-конференци пулчӗ. Министр журналистсемпе Тутарстанри поликлиникăсемпе çыхăннă модернизаци программи еплерех пурнăçланса пынипе паллаштарма килнӗ. Тӳрех каламалла, калаçу хӗрӳ пулчӗ, ыйтусем лартнă тема чиккинчен тухса кайрӗç. Медицинăпа çыхăннă ыйтусем хуть хăçан та нумай. Общественность нумай енӗпе кăмăлсăр, чылай çӗнӗлӗхсене ăнланса пӗтереймест, йышăнмасть. Чи çивӗч тăракан проблема шутӗнче тухтăрсен тимлӗхӗпе вӗсен квалификацийӗ. Нумай чухне кăнттамлăхпа, бюрократилле чăрмавсемпе тӗл пулатăн. Министр пур ыйтусене те хуравлама тăрăшрӗ пулин те çапах кашнинпе уçăмлă хурав илеймерӗмӗр.

Тӗлпулăвăн теми патне таврăнас пулсан, кăçал ТР Президенчӗн программипе пӗтӗмпе 74 медицина учрежденийӗнче юсав ӗçӗсем пуçланнă. Çапла Хусанти, Çырчаллинчи, Эльметри, Анат Камăри поликлиникăсем часах медицинăн чи çӗнӗ требованийӗсене тивӗçтерӗç. Министр сăмахӗсемпе специалистсем енӗпе те, техника хатӗрӗсемпе те. Республикăра паян 103 амбулаторипе поликлиника учрежденийӗ шутланса тăрать, вӗсем 399 объектра вырнаçнă. Юлашки çулсенче вӗсенчен 40 процентне тӗпрен юсанă. Президент хушăвӗпе 2018 çул вӗçне мӗнпур поликлиникăсене юсаса çӗнӗ хатӗрсемпе тивӗçтермелле. Кун пирки анлăрах «Сувар» хаçатăн çитес номерӗнче вуласа пӗлме пултаратăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев