Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Мӗн калаççӗ пире çăлтăрсем

ТАКА 21.III - 20.IV Çак тапхăрта тӗллевсене пурнăçлама, ӗçре çитӗнӳсем тума майсем пулаççӗ, авторитетлă çынсен тӗревне туятăр. Хăвăр çынсемпе ырă пулсан ӗç-пуçсем сире кирлӗ пек пулса пырӗç. Аслăрах çынсемпе, ӗçтешсемпе, пуçлăхсемпе хирӗçесрен асăрханăр. Суя информаципе улталанма пултаратăр. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Ку эрнере харпăр пурнăçа анлăлатас килӗ, хăшӗсем çулçӳреве тухма,...

ТАКА 21.III - 20.IV

Çак тапхăрта тӗллевсене пурнăçлама, ӗçре çитӗнӳсем тума майсем пулаççӗ, авторитетлă çынсен тӗревне туятăр. Хăвăр çынсемпе ырă пулсан ӗç-пуçсем сире кирлӗ пек пулса пырӗç. Аслăрах çынсемпе, ӗçтешсемпе, пуçлăхсемпе хирӗçесрен асăрханăр. Суя информаципе улталанма пултаратăр.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V

Ку эрнере харпăр пурнăçа анлăлатас килӗ, хăшӗсем çулçӳреве тухма, теприсем çӗнӗ ӗç пуçарма шутлӗç. Авантюрăлла проектсенчен сыхланăр, уйрăмах вӗсем укçа-тенкӗпе çыхăннă пулсан. Закона хирӗçле ӗçсем тăвас хăрушлăх пур. Тимлӗхе спорт çине куçарсан лайăхрах пулӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI

Çав тери асăрхануллă пулмалла, ку эрнере аварие çакланса сывлăха хавшатас хăрушлăх пур. Активлăха чакармалла, тепӗр енчен çак вăхăт вăрттăн пӗлӳпе интересленекенсемшӗн ăнăçлă пулать. Тавçăруллă пулнине кура, йӗркелӳпе тата укçа-тенкӗпе çыхăннă ӗçсенче ăнать.

РАК 22.VI - 22.VII

Калаçма пӗлнине кура усăллă паллашусем йӗркелетӗр. Сделкăсемпе, консультаци тăвассипе ӗçлекенсемшӗн ăнăçлă вăхăт. Харпăр пурнăçа лайăхлатмашкăн та çак эрне лайăх, хăвăр çинчен япăххине илтес темесен, тавлашусене ан хутшăнăр. Тăвансемпе, должноçпа çӳллӗрех ӗçтешсемпе, патшалăх учрежденийӗсен ӗçченӗсемпе тирпейлӗ пулăр.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII

Ку эрнере лайăх ӗçлес тесен сывлăха тимлӗх уйăрмалла, мӗншӗн тесен тахçанхи чирсем вăранма пултараççӗ. Вар-хырăмпа, чӗрепе, юн çаврăнăшӗпе, куçпа проблемăсем пулма пултараççӗ. Сиплев процедурисем тумашкăн питӗ лайăх вăхăт.

ХӖР 24.VIII - 23. IX

Хӗрсен те çак эрнере сывлăх пирки шутламалла, çурăм шăммипе чӗре системине упрăр. Тытăмӗнче сахăр сахалрах апат-çимӗç çийӗр, спортпа туслашма вăхăт. Пурнăçра енчен енне сулăнма кирлӗ мар, наянланма та юрамасть. Искусствопа интересленме пуçлани усăллă пулӗ.

ТАРАСА 24.IX - 23.X

Ку эрнере сывлăхпа çыхăннă ыйтусем пӗрремӗш вырăнта пулӗç. Лимфа системипе апат хуранӗ айван. Çемьери ырă лару-тăру пулсан чир сисӗнмесӗр иртсе кайӗ. Çак тапхăрта пурăнмалли вырăна хăтлăрах тăвас килӗ. Хутшăнусенчи йывăрлăхсем пирки шутласа пуçăра ан ыраттарăр, пăртакран йăлт йӗркеленӗ.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI

Çак тапхăр сиенлӗ хăнăхусенчен хăтăлма çав тери ăнăçлă. Çăмăллăнах туртма е ӗçме пăрахма пулать. Эрне варринче ӗçпе çыхăннă çулӳревсем нумай, анчах çул çинче пит асăрхануллă пулмалла, ал-урана хуçас хăрушлăх пур. Хăш-пӗрин ӗçре ӳсӗм тăвас шанăç пулать.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII

Ку эрнере карьера тума, малӗмӗтлӗ плансене пурнăçлама пултаратăр. Çак плансене тахçанах шутласа хунă пулсан пушшех те. Маларах пуçарнă проектсем те ăнаççӗ. Çӗнӗ ӗç шырамалла мар, мӗншӗн тесен эсир пулас должноçа хатӗр мар-ха, ят тасалăхӗ çинчен ан манăр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I

Пуçпа ӗçлекенсемшӗн кăткăс вăхăт. Тарăн шутлатăр, анчах çӗннине йышăнаймастăр. Çавăнпа тӗрлӗ курссенче вӗренессине çитес вăхăта хăвармалла. Пуçтарнă материала системăлама, йăнăшсене тӳрлетме вара çăмăл пулӗ. Ӗçшӗн тӳлев те тивӗçлӗ пулӗ, анчах ăна самай каярах илетӗр.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II

Ку эрнере укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ çывăх çынсенчен, çемье пайташӗсенчен килет. Кирлӗ вăхăтра пулăшусăр хăвармӗç. Мăшăрсем укçа-тенкӗ пирки вăрçăнма пултараççӗ. Банкра кредит илме, финанс операцийӗсене хутшăнма вăхăт ăнăçлă мар.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III

Укçа-тенкӗ ыйтăвӗсенче хăвăра кăна ан шанăр. Ку енӗпе пӗлекен çынсемпе канашласан лайăхрах пулӗ. Творчествăра та, ытти енӗпе те кампа та пулин ӗçлесен лайăхрах. Бизнесра унчченхи партнерсем çӗннисенчен шанчăклăрах пулӗç. Тахçан пуçарнă проект патне çӗнӗрен таврăнни усăллă пулӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев