Сувар

Мӗнрен хăрать Раççей çынни?

Левада-центр ирттернӗ ыйтăм пӗтӗмлетӗвӗсенчен курăннă тăрăх, Раççей çынни пуринчен ытла çывăх çыннисемпе ачисем чирлесрен хăрать. Ыйтăма хутшăннисенчен кун пеккисем 47 процент иккен, тесе пӗлтерет РИА-Новости. Социологи тӗпчевӗсем вара ку критери (çывăх çыннисем чирлесрен хăрани) «антирейтингăн» списокӗнче 30 çул ӗнтӗ пӗрремӗш вырăнта тăнине кăтартать.1989 çулхи ыйтăма хутшăннисенчен, тӗслӗхрен, 61 проценчӗ çывăх...

Левада-центр ирттернӗ ыйтăм пӗтӗмлетӗвӗсенчен курăннă тăрăх, Раççей çынни пуринчен ытла çывăх çыннисемпе ачисем чирлесрен хăрать. Ыйтăма хутшăннисенчен кун пеккисем 47 процент иккен, тесе пӗлтерет РИА-Новости.

Социологи тӗпчевӗсем вара ку критери (çывăх çыннисем чирлесрен хăрани) «антирейтингăн» списокӗнче 30 çул ӗнтӗ пӗрремӗш вырăнта тăнине кăтартать.1989 çулхи ыйтăма хутшăннисенчен, тӗслӗхрен, 61 проценчӗ çывăх çыннисемшӗн хăранă.

Кăçалхи респондентсенчен 37 проценчӗ вăрçă пуçланасран, 32 проценчӗ ӗçлеме пултараймасран, 22 проценчӗ ватлăхран, 21 проценчӗ çутçанталăкра пулакан инкексенчен шикленет. 11 проценчӗ вара нимӗнрен те хăрамасть.

1989 çулти ыйтăмпа танлаштарсан, хальхинче этемлӗх пӗтесрен хăрани виçӗ хут чакнă, нацисем хушшинчи конфликтсем тухасран шикленни вара ӳснӗ, 6 процентран 10 процента çитнӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: