Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Мӗншӗн арăм упăшкана, упăшка арăма юраймасть?

Юлашки вăхăтра уйрăлакансен шучӗ çулсерен ӳсет. Мӗншӗн пурнăç малалла каймасть çамрăк арăмпа упăшкан? Характерсем расна тени пӗртен-пӗр сăлтав кăна-ши? Каснă чӗлле уйрăлу процесӗшӗн тӳлевӗн суммине ӳстерни те çыпăçтараймасть. Эппин, чӗлле çыпăçтарма мар, касас мар тесе тăрăшмалла пирӗн. 90-мӗш çулсенче çемье институтне çавра çил пек вирхӗнсе кӗнӗ ирӗклӗ хутшăнусен çимӗçӗ ку...

Юлашки вăхăтра уйрăлакансен шучӗ çулсерен ӳсет. Мӗншӗн пурнăç малалла каймасть çамрăк арăмпа упăшкан? Характерсем расна тени пӗртен-пӗр сăлтав кăна-ши? Каснă чӗлле уйрăлу процесӗшӗн тӳлевӗн суммине ӳстерни те çыпăçтараймасть. Эппин, чӗлле çыпăçтарма мар, касас мар тесе тăрăшмалла пирӗн. 90-мӗш çулсенче çемье институтне çавра çил пек вирхӗнсе кӗнӗ ирӗклӗ хутшăнусен çимӗçӗ ку тесен те йăнăш мар-тăр. Тепӗр тесен, тӗнчери улшăнусенчен пирӗн çӗршыв та хӗрринче юлаймасть, урăх планетăра пурăнмастпăр-çке. Апла пулсан, çитӗнекен ăрăва тулли çемье пурнăçӗпе пурăнма та вӗрентмелле. Çакăн пек пӗтӗмлетӳ тунă нумай пулмасть Хусанта иртнӗ наукăпа практика конференцийӗнче. ТР Президенчӗн пулăшуçи Лейла Фазлеева Тутарстанри шкулсен программине тепӗр предмет «фамилистика» е «çемьеведени» кӗме пултарассине пӗлтернӗ. Пӗр шутласан, Раççей вӗрентӳ системишӗн ку çӗнӗлӗх мар-ха. Темиçе çул каялла шкул программинче «Çемье пурнăçӗн этикипе психологийӗ» предмет пурччӗ.

ТР Наука академийӗн çемьепе демографи центрӗн ертӳçи Флера Ильдарханова каланă тăрăх, тӗпчевсен вăхăтӗнче ачасем хăйсем шкул программине çемье çинчен предмет кӗртме ыйтнă-мӗн.

- Пӗр ачаллă çемьесен пӗр ăрăвӗ çитӗнсе çитрӗ. Çавăнпа вӗсем хăйсем йăмăк е шăллӗ çинчен ӗмӗтленеççӗ. Çул çитмен ачасемшӗн çемье вара тӗп хаклăх пулмалла, - тенӗ вăл кун пирки.

Хальхи вăхăтра специалистсем çак вӗрентӗвӗн курсне хатӗрлеме тытăннă та ӗнтӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев