Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Мӗншӗн Успени соборӗ?

ТР Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев Свияжскри Успени соборне ЮНЕСКОн Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн списокне кӗртме суйланă чух лайăх шухăшланине каланă. Çавăнпа храм ятарлă статус илейнӗ. - Эпир малтан Свияжск утрава историпе культура тата ландшафт комплексӗ пек йышăнччăр тесе ӗçлерӗмӗр. Анчах та утрава, унти храмсене тӗпченӗ хыççăн экспертсемпе канашларăмăр та 50-мӗш çулсенче...

ТР Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев Свияжскри Успени соборне ЮНЕСКОн Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн списокне кӗртме суйланă чух лайăх шухăшланине каланă. Çавăнпа храм ятарлă статус илейнӗ.

- Эпир малтан Свияжск утрава историпе культура тата ландшафт комплексӗ пек йышăнччăр тесе ӗçлерӗмӗр. Анчах та утрава, унти храмсене тӗпченӗ хыççăн экспертсемпе канашларăмăр та 50-мӗш çулсенче Куйбышев водохранилищине туса хунипе утравра тӳрлетме çук улшăнусем пулнине пӗлтӗмӗр. Успени соборӗнче вара XVI ӗмӗрхи питӗ сайра тӗл пулакан хăйне евӗрле фрескăсем сыхланса юлнă. Специалистсемпе канашланă хыççăн çак храм çине тимлӗх уйăрма шутларăмăр. Фрескăра питӗ сайра тӗл пулакан сăнсем, вӗсенчен пӗри - Çветтуй Христофор. Вăл эпидемисенчен сыхланă, христианство йышăннă çветтуй. Каярах тӗне кӗменнисем хыççăн кайнă патша тесе унăн пуçне каснă. Хӗвеланăç Европăри храмсенчипе танлаштарсан, ăна кунта лаша пуçлă кăтартнă. Урăх вăл ниçта та кун пек сăнпа сыхланса юлман. Раççей чиркӗвӗсенче Çветтуй Христофорăн пӗр сăнне те хăварман, - тенӗ Минтимер Шарипович «Татар-информа» панă интервьюра.

Патшалăх Канашçин сăмахӗсемпе, храмăн шалӗ кăна мар, тулашӗ те ЮНЕСКО эксперчӗсен йышăнăвӗ çине витӗм панă. 1956-1960 çулсенче Постник Яковлев архитектор (Мускаври Василий Блаженный храм авторӗ) ертсе пынипе Псков ăстисем лартнă собор архитектура палăкӗ пек те хаклă. Çавăнпа экспертсем ЮНЕСКОн Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн списокне Успени соборӗпе пӗрле мăнастирӗн пӗтӗм комплексне те кӗртме йышăннă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев