Сувар

Кӳршӗсем Мраньккана палăк лартнă

Чăваш классикӗн вилтăпри юхăннине Пушкăртстан чăвашӗсем лăпкăн пăхайман урăх.

«Ӗмӗр сакки сарлака» роман авторӗ Никифор Мранькка çуралнăранпа 117 çул çитнӗ ятпа çыравçăн Куславкка хулинчи вил тăприйӗ çине çӗнӗ палăк лартса ăна июнӗн 22-мӗшӗнче уçнине хыпарлать «Хыпар» хаçать. Çак сăваплă ӗçе Пушкăртстан чăвашӗсем – «Шуратăл» литература пӗрлешӗвӗн ертӳçи Николай Ишимпай, Вячеслав Ярухин инженер, Пушкăртстан халăх вӗрентӗвӗн отличникӗ Иван Ефимов, Пушкăрт çӗрӗсем çинче чăваш концерчӗсем йӗркелекен Михаил Васильев тата ыттисем – пурнăçланă-мӗн.

«Никифор Мранькка пысăк хисепе тивӗç. Унăн темиçе томлă романӗ кашни килте пур. Эпир унăн хайлавне вуласа ӳснӗ. Хайлав чăваш халăхӗн пурнăçне, йăли-йӗркине туллин сăнлать», – пӗлтернӗ кун пирки хăнасем.

Сăмах та çук, Никифор Мранькка чăваш литературин классикӗ, вăл наци мăнаçлăхӗ. Шел те, хальхи вăхăтра литераторсем питех сумра мар çав пирӗн. Пушкăрт чăвашӗсен те акă çак ырă ӗçе пуçарма «Ӗмӗр сакки сарлака» роман авторне çав тери хытă хисепленисӗр пуçне тепӗр сăлтавӗ те пулнă. Пӗлтӗр Чăваш Ене хăнана килсен вӗсем çыравçăн Куславкка масарӗнчи юхăннă вил тăприне курсан кăмăл хуçăлнине хурланса пӗлтернӗччӗ, палăка хăйсем лартас шухăшлă пулнине каланăччӗ. Маттур пушкăрт чăвашӗсем, сăмаха çилпе вӗçтермерӗç. Тăван тăрăха таврăнсан пӗрле канашланă хыççăн Мранькка валли палăк тума шут тытнă.

Пытармăпăр, кӗнеке издательствисем çулталăкне çӗр-çӗр чăваш кӗнеки пичетлесе кăларсан та, хальхи авторсен хушшинче Мранькка, Хусанкай пек авторсем, шел пулин те, курăнсах каймаççӗ. Çук вӗсем, çуралмаççӗ. Çамрăксем çине вара питех шанăç çук халӗ, вӗсем çырма мар, чăвашла калаçма та тăрăшмаççӗ – ку факт. Классиксен вилтăприйӗсем юхăнни каçарайми йăнăш, наци намăсӗ. Ман шутпа, классиксен вилтăприсене тивӗçлӗ пек пăхса тăрас ыйтăва тимлӗхрен çухатмалла мар. Культура министерствин е ЧНКан ятарлă фончӗ пулмаллах. ЧНК пӗлтӗр Раççей Президенчӗн грантне çӗнсе илнӗшӗн шутсăр хытă савăнтăмăр, çак укçапа регионсенчи чăвашсен çыхăнăвне пысăк уявсем ирттерсе çирӗплетни лайăх-ха, анчах çав вăхăтра классиксене манни сум хушмасть, эппин каллех хывăха тӗшшинчен мала хуратпăр. Хăйне хисеплекен халăхăн вара хăйӗн ывăл-хӗрне манма юрамасть, мӗншӗн тесен тивӗç çук. (А. Михайлов сăнӳкерчӗкӗ).

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: