Сувар

М.Ш.Шаймиев: «Сасăлав ытти патшалăхсемшӗн те тӗслӗхлӗ пулӗ»

Тутарстан Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев мăшăрӗпе пӗрле КНИТУ-КХТИ çуртӗнче вырнаçнă 55№ суйлав участокӗнче сасăлава хутшăнчӗ. Республикăн пӗрремӗш президенчӗн шучӗпе, суйлава активлă хутшăнса çынсем хăйсен пӗрлӗхне кăтартмалла. Волонтерсем хисеплӗ хăнасене çăкăр-тăварпа кӗтсе илчӗç. Сасăланă хыççăн «Я проголосовал» сулăсем парнелерӗç. Унсăр пуçне Минитимер Шаймиев #айданавыборы акцие хутшăнчӗ. Волонтерсем ăнлантарнă тăрăх, сăнӳкерчӗке социаллă...

Тутарстан Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев мăшăрӗпе пӗрле КНИТУ-КХТИ çуртӗнче вырнаçнă 55№ суйлав участокӗнче сасăлава хутшăнчӗ. Республикăн пӗрремӗш президенчӗн шучӗпе, суйлава активлă хутшăнса çынсем хăйсен пӗрлӗхне кăтартмалла.

Волонтерсем хисеплӗ хăнасене çăкăр-тăварпа кӗтсе илчӗç. Сасăланă хыççăн «Я проголосовал» сулăсем парнелерӗç. Унсăр пуçне Минитимер Шаймиев #айданавыборы акцие хутшăнчӗ. Волонтерсем ăнлантарнă тăрăх, сăнӳкерчӗке социаллă сетьсенче #айданавыборы хештегпа вырнаçтарсан айфон, велосипедсемпе гироскутерсем выляса илме пултарнине те каларӗç. Унта хулапа суйлав участокне кăтартма манмалла мар.

Журналистсемпе калаçнă чухне Минтимер Шаймиев суйлава хутшăнни кашниншӗн граждан тивӗçӗ пулнине палăртрӗ. «Вăйсăр патшалăх пулма пирӗн ирӗк çук, хамăрăн çамрăксен пуласлăхӗшӗн эпир хăюллă утăмсем тăватпăр. Эпир çӗнтерме, ăнăçуллă пулма пултаратпăр», - терӗ Патшалăх Канашçи. Ун шучӗпе, Раççейри суйлав пӗтӗмпе лайăх иртмелле, ытти патшалăхсемшӗн тӗслӗхлӗ.

Суйлав участокӗн председателӗ Татьяна Гарифуллина сăмахӗсемпе, сасăлав активлă пырать. Сасăланисӗр пуçне çынсем кунтан пуш алăпа та тухса каймаççӗ. КНИТУ-КХТИ площадкинче ял хуçалăх ярмăрккине хатӗрленӗ. Кил-тӗрӗшри химисӗр пуçне, пахча-çимӗç, кӗрпе тавраш, çу тата ытти продукцие лавккаринчен 40 процент йӳнерех хакпа туянма пулать.Кăнтăрла тӗлне пӗрремӗш партие илсе пӗтернӗ те, иккӗмӗшне кӗтеççӗ. Нумайăшӗ йӳн хакпа япала туянассишӗнех те кайрӗ пулмалла сасăлама.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: