Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ӗмӗт пур-тăк, пунăçла!

(Ирина Кузьмина. М.Игнатьева сăнӳкерчӗкӗ). Вырăс-и, тутар-и, чăваш-и пӗлтерӗшлех мар, театр, кино, хăйне евӗрлӗ жанр енӗпе лайăх шухăш пур-тăк - пурнăçла. Пултаруллă çынсене çак сферăра мӗн шухăшланине пурнăçлама майсем уçăлсах тăраççӗ. Паян Хусанта кино тата театр çăлтăрӗн Константин Хабенскин «АРТХАБ» Пултарулăх резиденцийӗ уçăлчӗ. Ун умӗн Константин Юрьевичпа «Татар-информра» пресс-конференци иртрӗ. Константин...

(Ирина Кузьмина. М.Игнатьева сăнӳкерчӗкӗ). Вырăс-и, тутар-и, чăваш-и пӗлтерӗшлех мар, театр, кино, хăйне евӗрлӗ жанр енӗпе лайăх шухăш пур-тăк - пурнăçла. Пултаруллă çынсене çак сферăра мӗн шухăшланине пурнăçлама майсем уçăлсах тăраççӗ. Паян Хусанта кино тата театр çăлтăрӗн Константин Хабенскин «АРТХАБ» Пултарулăх резиденцийӗ уçăлчӗ. Ун умӗн Константин Юрьевичпа «Татар-информра» пресс-конференци иртрӗ.

Константин Хабенский театр, кино актерӗ кăна мар, паллă обществăлла деятель те. Вăл пуçарнă Ачасен пултарулăхне аталантаракан центрсем паян çӗршывӗпех ӗçлеççӗ, унăн «Маугли ăрăвӗ» театр проекчӗ, онкологипе чирлӗ ачасене пулăшакан ыркăмăллăх фончӗ те пур. Тинех ачасемпе çамрăксене пултарулăха аталантарма пулăшакан, майсем туса паракан çакăн пек çын тупăнчӗ. Халӗ акă унăн тепӗр çӗнӗ проект - «АРТХАБ».

Константин Хабенский журналистсемпе тӗл пулсан ку проект 16 çултан аслăрах пултаруллă кашни çын е ушкăн валли пулнине каларӗ. Унта вӗсене хатӗр проектпа та, пӗр-пӗр лайăх шухăш кăна пур пулсан та йышăнаççӗ. Ӗмӗте пурнăçлама вара профессионалсем пулăшаççӗ, ку кăна та мар, репетици залӗпе, сценăпа тивӗçтереççӗ. Чи пӗлтерӗшли вара кунта хуть мӗнле чӗлхепе хатӗрленӗ проект пулсан та юрать. Çапла вара, чăваш ачисем, театр, кино е хăйне евӗрлӗ жанр енӗпе лайăх шухăш пулсан, Хусана «АРТХАБА» çул тытăр. Зявкăсене резиденци уçăлнă кунранах йышăнма пуçлаççӗ. Кун çинчен тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн тепӗр эрнере тухакан номерӗнче пӗлтерӗпӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев