Сувар

Мультимедиллӗ комплекс Хусанта та уçăлать

Октябрӗн 27-мӗшӗнче Хусанта «Казанская ярмарка» курав центрӗнче патшалăхăн аваллăхӗнчен пуçласа паянхи кунчченхи тапхăрӗсене кăтартакан «Россия - Моя история. Республика Татарстан» мультимедиллӗ комплекс уçăлнине хыпарлать «Татар-информ» ИА паркăн регионти проекчӗн авторӗн, Тутарстан Наука Академийӗн Марджани ячӗллӗ Истори музейӗн ученăй секретарӗн Бахтияр Измайловăн сăмахӗсем çине таянса. Пӗртен-пӗр интерактивлă çак парк «Россия- Моя...

Октябрӗн 27-мӗшӗнче Хусанта «Казанская ярмарка» курав центрӗнче патшалăхăн аваллăхӗнчен пуçласа паянхи кунчченхи тапхăрӗсене кăтартакан «Россия - Моя история. Республика Татарстан» мультимедиллӗ комплекс уçăлнине хыпарлать «Татар-информ» ИА паркăн регионти проекчӗн авторӗн, Тутарстан Наука Академийӗн Марджани ячӗллӗ Истори музейӗн ученăй секретарӗн Бахтияр Измайловăн сăмахӗсем çине таянса.

Пӗртен-пӗр интерактивлă çак парк «Россия- Моя история » пӗтӗм Раççейри пысăк çутӗç проекчӗн регионти версийӗ. Сăмах май, РФ Президенчӗ В. Путин тӗрев панипе вăл Мускавра тата Ӗпхӳре пурнăçа кӗнӗ. Çулталăк вӗçлениччен çакăн евӗрлӗ парксем тата 15 регионта йӗркеленмелле.

Урăхла каласан, мультимеди комплексӗ вăл проекторсемпе, кинозалсемпе, 3D-реконструкцисемпе, интерактивлă доскасемпе, сӗтелсемпе пуянлатнă çӗнӗ йышши музей.

Интерактивлă парк йӗркеленӗ регионсенче вара ăна тата вырăнти «летопиçпе» пуянлатӗç. Тӗслӗхрен, кун валли икӗ павильон уйăрнă Хусан ярмăрккинче Тутарстан историйӗпе культури çинчен сведенисем кӗртнӗ. Хальхи вăхăтра кунта тӗп строительство ӗçӗсем вӗçленнӗ, çитес эрнерен мультимеди оборудованийӗсене вырнаçтарма тытăнаççӗ.

«Россия - Моя история. Республика Татарстан» мультимедиллӗ экспозици вăхăтлăх кăна мар. Пӗтӗм федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн, пилӗк çул çынсем валли уçă пулать. Унăн ӗç вăхăтне те, билет хакне те хальлӗхе татăклăн палăртман-ха.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: