Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Налук тытăмӗ – манăн шăпа»

Анатолий Николаевич Кузнецова Чăваш Енре лайăх пӗлеççӗ. 1996 çултанпа налук службинче тăрăшать вăл. Хусанти финанспа экономика институтӗнче куçăмсăр майпа аслă пӗлӳ илнӗскер, Шупашкар районӗнчи аграри промышленноçӗн пӗрлешӗвӗнче (РАПО) контрольпе ревизи пайӗн, план уйрăмӗн пуçлăхӗсенче, «Чебоксарскагропромтехсервис» АОра пуçлăх çумӗ пулса ӗçленӗ. Федерацин налук службин отличникӗ 2010 çултанпа Федерацин налук службин Çӗрпӳри...

Анатолий Николаевич Кузнецова Чăваш Енре лайăх пӗлеççӗ. 1996 çултанпа налук службинче тăрăшать вăл. Хусанти финанспа экономика институтӗнче куçăмсăр майпа аслă пӗлӳ илнӗскер, Шупашкар районӗнчи аграри промышленноçӗн пӗрлешӗвӗнче (РАПО) контрольпе ревизи пайӗн, план уйрăмӗн пуçлăхӗсенче, «Чебоксарскагропромтехсервис» АОра пуçлăх çумӗ пулса ӗçленӗ. Федерацин налук службин отличникӗ 2010 çултанпа Федерацин налук службин Çӗрпӳри 7-мӗш номерлӗ инспекцине ертсе пырать. Çак пултаруллă чăваш 1957 çулхи февралӗн 2-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Йӗлмел ялӗнче çуралнă.

- Анатолий Николаевич, Чăваш Рес­публикин Пуçлăхӗн М.В.Игнатьевăн хушăвӗпе 2017 çула Ашшӗпе амăшӗн çулталăкӗ тесе палăртнă. Мӗн шутлатăр кун пирки?
- Питӗ вырăнлă йышăну ман шутпа. Аттепе аннерен хакли çӗр çинче урăх нимӗн те çук. Çакă маншăн, нумай ачаллă çемьере ӳснӗ çыншăн, уй­рă­мах пысăк пӗлтерӗшлӗ. Туслă Куз­нецовсен çемйинче эпир тăххăрăн ӳссе Тăван çӗршывăмăрăн тӗрлӗ кӗ­тес­не саланса пӗтрӗмӗр. Кашниех пур­нăçри хăйӗн вырăнне тупрӗ, атте-ан­не пехилӗпе çӗршыва юрăхлă çын­сем пултăмăр. Халӗ хамăр анне-атте, асанне-асатте тивӗçӗсене чыслăн пур­нăçлама тăрăшатпăр.
- Ача чухне камран ырă тӗслӗх илнӗ?..
- Маншăн чи витӗмлӗ тӗслӗх - атте Николай Михайлович Кузнецов. Вăл патшалăх банкӗнче 47 çул (вӗсенчен 28 çулне пӗр улшăнмасăр управляющий пулса) ӗçленӗ. Хамăн пурнăç çулне суйласа илесси те атте тивлечӗпе пулчӗ. Çакăн­шăн эпӗ халӗ чунтан савăнатăп.
Анне Мария Николаевна ӗмӗр тăрш­шӗпех тăван «Россия» колхозра тăрăшнă. Вăл пире мӗн ачаран уй-хир ӗçне хăнăхтарчӗ. Уйрăмах сахăр чӗкӗнтӗрӗ çитӗнтерни асран тухмасть. Питех те шел, анне пиртен 49 çултах ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗ.
- Нумай ачаллă çемьесем çав тери туслă та тӗреклӗ…
- Тӗрӗсех пулӗ.Тавах,Турра! Тăххăрăн ӳсрӗмӗр, виçӗ ывăлпа ултă хӗр. Паянхи кун пурте тӗрӗс-тӗкел, тулли пурнăçпа пурăнатпăр. Пӗр-пӗрне кирек хăш вăхăтра та пулăшма хатӗр. Эпӗ çемьери иккӗмӗш ывăл. Валерий тетепе Ваня шăллăм тăван ялтах тӗпленнӗ. Кивӗ Йӗлмелне кайсан вӗсемпе чун каниччен калаçса киленетӗп. Йăмăксем те маттур, Нина вӗрентекен, Хулаçырми шкулӗнче ӗçлет, Людмилăпа Лена Çӗпрелӗнче пурăнаççӗ, Светлана, Люба, Таня Чӗмпӗр хулинче пурăнаççӗ.
- Тутарстанра çуралнă çынсем пур­­те тенӗ пекех пӗр харăсах ви­çӗ чӗлхепе - чăвашла, тутарла, вы­рăс­ла - калаçма пултараççӗ. Уйрăмах тă­ван чӗлхене юратаççӗ, хăйсем чăваш пулнинчен нихăçан та вăтанмаççӗ, па­чах хирӗçле, мухтанаççӗ. Вӗсен ка­лаçăвне итлесе тăранмалла мар, çав тери çепӗç, ачаш, çăлкуç шывӗ пек пӗр тикӗссӗн шăнкăртатса юхать, вырăс чӗлхипе хутшăнса кайнă пӗр «çӳп-çап» та çук. Пирӗн вӗсенчен чăннипех те тӗслӗх илмелле.
- Тавах ырă сăмахсемшӗн. Атте-анне, асатте-асанне, несӗлсен чӗлхине сума суни пирӗншӗн пысăк сăвап. Яланах чăваш халăх сăвăçин Якков Ухсайăн вилӗмсӗр йӗркисем аса килеççӗ:
Туссем калаçнă чух, тăван чӗлхемӗм,
Шур акăш тӗкӗ евӗр эс çемçе.
Санпа ман халăх чунӗ те илемӗ
Çӳрет çӳлте те çӗр çинче вӗçсе.
Виçӗ чӗлхе пӗлетӗп пулин те, ыт­ларах тăван чӗлхепе калаçатăп. Эпир хамăрăн мăнуксене те чăвашла калаçма мӗн ачаранах хăнăхтарса пыма тăрă­шатпăр.
- Сирӗн хушамат Кузнецов мӗнрен пуçланнă?
- Мăн асаттен шăллӗ Кӗркури тав­рари чаплă тимӗрçӗ пулнă. Ахăртнех, çавăнтан тухса кайнă пулас…
- Лаша пуласси тихаран, çын пуласси ачаран паллă теççӗ. Ача чухнехи ӗмӗтсем мӗнлерех пулнă сирӗн?
- Тӗллевлӗ ӗмӗтсем пулман тесен те юрать. Мӗн ачаран тар юхтарса ӗçлеме тивнӗ. Пиллӗкмӗш класранах лаша кӳлме вӗреннӗ. «Ласка», «Малютка», «Воробей» лашасем чи килӗшекеннисемччӗ. Мӗн чухлӗ утă-улăм турттарман пулӗ çу каçа. Килте икӗ ӗне, вуннă ытла сурăх пулнă. Вӗсене уйрăмах юратса пăхнă, мӗншӗн тесен шăпах вӗсем пире тăрантарса пурăннă. Шкул пӗтерсен те тӳрех вӗренме кайма май килмерӗ, кӗçӗннисене ура çине тăратмаллаччӗ. Çара кайичченех тăван колхозра ӗçлерӗм.
- Хӗсмет çулӗсем мӗнпе асра юлчӗç?
- Малтанах Самара хулинче салтак пурнăçне хăнăхрăмăр. Унтан Польшăра Тăван çӗршыв чиккисене сыхларăмăр. Служба вăхăтӗнче отпуска килсе кайма та тӳр килчӗ мана. Çакă маншăн пысăк чыс, тăвансемшӗн пысăк савăнăç пулчӗ. Çар çулӗсем мана пиçӗхтерчӗç, чăн-чăн арçын пулма пулăшрӗç.
- Вăхăтран хăвăрт шăвакан япала çук та теççӗ. Анатолий Николаевич, эсир халӗ хăвăр та атте анчах мар, асатте те...
- Ман шутпа, пурнăçăн кашни саманчӗ хăйне евӗр илӗртӳллӗ те ытарайми, нихçан манăçми. Юратнă мăшăрăмпа Елена Дмитриевнапа (вăл ача-пăча садӗнче тăрăшать) икӗ ывăл пăхса çитӗнтертӗмӗр. Сашăпа Олег ывăлсем пире пилӗк мăнук - Рома, Ксюша, Арсений тата Кольăпа Катя - парнелесе çав тери телейлӗ те пуян турӗç. Пирӗн кинсем иккӗшӗ те Таня ятлă. Эпир вӗсемпе çав тери килӗштерсе пурăнатпăр. Çакă мар-и-ха вăл çыншăн чи пысăк телей?! Мăнуксем кунсерен аталанса пынине курсан чун савăнăçпа тулать, ӗçленӗçем ӗçлес, пурăннăçем пурăнас килет. Ӗмӗтсем те çуралчӗç, вӗсен кашнин туйӗнчех пулса курас килет. Унтан та ытларах - мăнуксен ачисене те курса савăнасчӗ-ха. Хамăр тăрăшсан çак ӗмӗтсем пурнăçланасса çирӗп ша­натпăр.
- Анатолий Николаевич, эсир чăн­ни­пех те тӗлӗнмелле, тӗрлӗ енлӗ аталаннă çын. Сирӗн пурнăçра уйрăмах спорт пысăк вырăн йышăнать.
- Спорта, уйрăмах волейбол вăй­йине, мӗн ачаранах кăмăлланă. 2010 çул­танпа пирӗн инспекци тăватă район администрацийӗ (Çӗрпӳ, Вăрмар, Куславкка, Красноармейски) хушшинче йăлана кӗнӗ волейбол турнирӗ йӗркелет. Ăмăртусем яланах çивӗч иртеççӗ, пурне те килӗшеççӗ.
Çавăн пекех инспекцин арçынсен тата хӗрарăмсен волейбол командисем управленире чи вăйлисем шутланаççӗ. Юлашки пилӗк çулта эпир никама та выляса яман. Управленире ирттерекен спартакиадăна, ытти ăмăртусене те хастар хутшăнатпăр, чылай чухне малти вырăнсене йышăнатпăр.
Хӗллехи канмалли кунсенче мото­çунапа, йӗлтӗрпе ярăнма кăмăллатăп. Çулла вара урăх киленӳ - вӗлле хур­чӗсем. Çуркуннерен пуçласа мӗн хӗл ларичченех вӗсем сӗрленинчен па­хи нимӗн те çук.
- Илемлӗ пултарулăх, юрă-кӗвӗ, сцена искусстви енне те туртăм çав тери пысăк сирӗн...
- Баянпа, хуткупăспа, гитарăпа калама кăмăллатăп. Уявсенче, фестивальсенче, концертсенче чăтса лараймастăп, алă хăй тӗллӗнех пӗр-пӗр музыка инструменчӗ еннелле туртăнать. Тăсса яратăп вара хам сисмесӗрех...
Сăмах май каласан, манăн раритетлă хуткупăс та пур, Фадеев хуша­матлă маçтăр ăсталанăскер. Ăна пӗр коллекционертан туяннăччӗ. Ун чухне унăн 70 ытла тӗрлӗ купăсчӗ. Хăй вă­хăтӗнче эпӗ Александр Васильев ертсе пынă «Янра, хуткупăс!» телеконкурса та темиçе хутчен хутшăннăччӗ. Шел те, халӗ темшӗн кун евӗр конкурссем ирт­терме пăрахрӗç.
- Енчен те хуткупăсçăсен конкурсне çӗнӗрен пуçарса ярсан хутшăннă пулăт­тăр-и?
- Чи малтанах питӗ савăннă пулăттăм. Хутшăнма та хавас. Хам енчен çак конкурс йӗркелӳçисене пур енлӗн пулăшма та тăрăшăттăм.
- Сăмах май, купăс калама камран вӗ­реннӗ?
- Аттерен. Иккӗмӗш класра вӗреннӗ чухне пуçласа алла купăс тытрăм.Халӗ те пушă вăхăтра çӗнӗ кӗвӗсем вӗренетӗп. Килте пирӗн тăватă хуткупăс, вăл шутра атте парнелени те пур. Вăл чи хакли, чи сăвапли.
- Анатолий Николаевич, çак кунсенче эсир хăвăрăн 60 çулхи юбилейӗре паллă тăватăр. Чӗрере мӗнлерех кăмăл-туйăм хуçаланать?
- Чи малтанах хам чунтан юратнă Порфирий Афанасьев сăвăç шăрçаланă йӗркесем аса килеççӗ:
Туссем, ан вăрçăр, çӗр хитре те аслă,
Пӗрре анчах пурнатпăр çӗр çинче.
Пыл хурчӗсем пек пулăр пин-пин саслă,
Çапах та килӗштерӗр çемьере.
Шăпах та çакна сунасшăн кашни чăваша. Çапла тусан эпир çӗр çинчи чи хăватлă халăх пулăпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев