Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Науруз» форума испансем хутшăнаççӗ

(Ирина Трифонова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Майăн 28-мӗшӗнчен пуçласа июнӗн 3-мӗшӗччен Хусанта V «Науруз» Халăхсен хушшинчи театр вӗрентӗвӗн форумӗ пулать. Аса илтеретпӗр, «Науруз» фестиваль те пур, форумпа вӗсем ылмашăнса икӗ çулта пӗрре иртеççӗ. Çапах форум театр ӗçченӗсем валли семинарсемпе лекцисем йӗркеленипе кăна иртмӗ, кăштах спектакль постановкисем те пулаççӗ. Кăçалхи хэдлайнер - «Чернобыльский...

(Ирина Трифонова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Майăн 28-мӗшӗнчен пуçласа июнӗн 3-мӗшӗччен Хусанта V «Науруз» Халăхсен хушшинчи театр вӗрентӗвӗн форумӗ пулать. Аса илтеретпӗр, «Науруз» фестиваль те пур, форумпа вӗсем ылмашăнса икӗ çулта пӗрре иртеççӗ. Çапах форум театр ӗçченӗсем валли семинарсемпе лекцисем йӗркеленипе кăна иртмӗ, кăштах спектакль постановкисем те пулаççӗ. Кăçалхи хэдлайнер - «Чернобыльский идиот» спектакль, ăна Колумби режиссерӗ Алехандро Гонзалес Пуче Ф.М.Достоевскин хайлавӗ тăрăх лартнă. Сăмах май, Алехандро Мускавра ГИТИС пӗтернӗ. Кун пирки «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире Г.Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи театрӗн директорӗ Ильфир Якупов пӗлтерчӗ.

Унсăр пуçне тӗлпулăва театрăн литературăпа драма пайӗн пуçлăхӗ, форумăн программа директорӗ Нияз Игламов тата театрăн тӗп режиссерӗ Фарид Бикчентаев та килнӗччӗ.

Ильфир Якупов пӗлтернӗ тăрăх, форума 18 театр педагогне чӗннӗ. Эрне тăршшӗпе 6 секци ӗçлӗ, вӗсем театр творчествисӗр пуçне менеджментпа, театр тӗнчинчи закон кăларас йӗркепе, финанс ыйтăвӗсемпе те çыхăннă.

«Науруз» хэдлайнерӗ Колумби спектаклӗ пулни, паллах, тӗлӗнтерет. Ăçтан шыраса тупнă, мӗншӗн вӗсене чӗннӗ? Постановкăра вӗсем Достоевскипе Чернобыле, испан чӗлхине хутăштарса хăйнеевӗр микс тунă. Çакна Фарид Бикчентаев ăнлантарса пачӗ.

«Алехандро Гонзалеса тахçантанпах, ГИТИСра Петр Фоменко патӗнче вӗреннӗренпех пӗлетпӗр. Пирӗн сцена çинче вӗсем «Принцесса Турандот» спектакле лартнине астăвакансем пур пуль-ха. Каярахпа Алехандро «Чернобыльская молитва» хайлава вуласа тухнă та Достоевскин »Идиочӗпе» хутăштарса хăйевӗр постановка шутласа кăларнă. Спектакле хусансем майăн 30-31-мӗшӗсенче курма пултараççӗ, билетсене сутма пуçланă ӗнтӗ», - терӗ Фарид Бикчентаев. (С. Исхаков сăнӳкерчӗкӗ).

Нияз Игламов форума Казахстан, Пушкăртстан, Тутарстан, Марий Эл, Тыва республикисенчен, Алтай, Якути тăрăхӗсенчен, Ульяновск облаçӗнчен пурӗ 300 çын ытла хутшăнассине пӗлтерчӗ. Заявкăсене апрелӗн 15-мӗшӗччен йышăнаççӗ. Çавăнпа хальлӗхе миçе театр хутшăнасси паллă мар.

Форум Раççей Федерацийӗпе Тутарстан Республикин культура министерствисем, Раççейпе Тутарстанăн театр ӗçченӗсен союзӗсем пулăшнипе иртет. Йӗркелӳ ӗçӗсене Г.Камал ячӗллӗ академи театрӗ пурнăçлать.

Каласа хăвармалла: «Науруз» форум пӗрремӗш хут 2010 çулта иртнӗ, ун чухне Раççейпе СНГ çӗршывӗсенчен пурӗ 250 театр ӗçченӗ хутшăннă.

Кун пирки «Сувар» хаçатра тӗплӗнрех вуласа пӗлме пултаратăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев