Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хусанта хамăр пачăшкă пур

Хусанта ӗлӗкрех Большая Красная урамӗнче Параскева Пятница чиркӗвӗнче пысăк уявсенче чăвашла та кӗлӗ вулатчӗç. Çакă хулара пурăнакан чăвашсене савăнтарнă, паллах. Анчах 5 çул каялла лару-тăру улшăнчӗ. Халӗ вăл чиркӳре чăваш сăмахӗ илтӗнмест. Çулталăк каялла Тутарстан тата Хусан владыки улшăнсан Феофан хăйпе пӗрле служит тума Хусана Чӗмпӗрти чăваш пачăшкине Игнатий Аттене...

Хусанта ӗлӗкрех Большая Красная урамӗнче Параскева Пятница чиркӗвӗнче пысăк уявсенче чăвашла та кӗлӗ вулатчӗç. Çакă хулара пурăнакан чăвашсене савăнтарнă, паллах. Анчах 5 çул каялла лару-тăру улшăнчӗ. Халӗ вăл чиркӳре чăваш сăмахӗ илтӗнмест. Çулталăк каялла Тутарстан тата Хусан владыки улшăнсан Феофан хăйпе пӗрле служит тума Хусана Чӗмпӗрти чăваш пачăшкине Игнатий Аттене илсе килчӗ. Ăна Чистопольски урамӗнчи 30-мӗш çуртра вырнаçнă чиркӳре явапли тунă. Ку чиркӳ сăнран чăваш ялавӗ пекех: аялатан хӗрлӗ кирпӗчпе купаланă, çиелтен саррипе. Хулара пурăнакан чăвашсен ертӳçисем пӗлтӗр Хусанта чăвашла кӗлӗсене çӗнӗрен пуçарас ыйтупа Феофанпа тӗл пулса калаçрӗç. Çакăн хыççăн владыка Игнатий Аттене Хусан епархийӗнчи чăваш прихочӗсемпе ӗçлекен сектор пуçлăхӗ туса хучӗ.
Раштав умӗнхи каçхи кӗлле Игнатий Атте ирттерекен службăна питӗ нумай çын пухăннăччӗ, ыттисен хушшинче чăвашсем те йышлă, Чӗмпӗртен килнисем те сахалăн мар. Чиркӳ умне Библири сюжетпа питӗ илемлӗ панно туса хуни чуна савăнтарать, кăмăла çӗклет. Пурне те çак пысăк чиркӳ уявӗ ячӗпе саламлас килет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев